16 декабря 2009 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çулсерен тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Анчах ытти таварсемпе танлаштарсан, тыр-пулăн сутлăх хакĕ çав тери йỹнĕ. Кăçал та ăна ял çынни ним хака та сутаймарĕ. Кун пек чухне мĕнле пулмалла( Пирĕн шутпа, тырра йỹнĕпе сутиччен унпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте усă курмалла, усси те пысăк пулĕ. Хальхи вăхăтра сутлăх аш-какай йỹнĕ мар. Сысна ашĕн 1 килограмм чĕрĕ виçине 65-70 тенкĕпе туянаççĕ. Апатпа тивĕçтерессине пĕлсе йĕркелесен сысна ĕрчетнинчен ял хуçалăх предприятийĕсем пурте тупăш илме тивĕçлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çак тапхăрта пĕтĕмпе 8707 пуç сысна шутланать. Шел пулин те, вĕсен хисепĕ çак вăхăтченех кашни çул чакса пынă. Малашлăхри тĕллев _ вĕсен хисепне ỹстересси. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтри лару-тăрура палăртнă мел _ выльăх-чĕрлĕх самăртса сутни чи ăнăçли пулмалла. Пĕтĕм сыснасен хисепĕн 45 проценчĕ №3949 пуç№ акционерсен "Прогресс" обществин тỹпи. Çавна май кăçалхи 11 уйăхра районĕпе туса илнĕ 5708 центнер сысна ашĕн 3123 центнерне е 55 процентне те акционерсен обществинче туса илнĕ. Кунта самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 555 грамран кая мар ỹт хушнă. Сысна ĕрчетессипе "Прогресс" нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пырать. Выльăхсене комбикорм _ хутăш апат парса тăрантараççĕ. Кашни фермăра ăна авăртакан ятарлă агрегатсем вырнаçтарнă. Выльăхсене комбикормпа тăрантарни ĕç кăтартăвĕсем çинче тỹрремĕнех палăрнине куратпăр. Ветеринари специалисчĕсем те тăрăшуллă, вĕсем тĕрлĕрен прививкăсене кирлĕ пек, вăхăтлă туса пынине пула çурасем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ те пысăк, 1704 пуç шутланать. 11 уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, вĕсем пĕр талăкра вăтамран 777 грамм ỹт хушнă. Ĕне выльăхсене çитĕнтерессинче те рациона пĕлсе йĕркеленĕ, хушма апатсемпе _ минераллă хутăшсемпе анлăн усă кураççĕ. Çамрăк пăрусене сыхласа хăварассине кирлĕ шайра йĕркелес тĕллевпе профилакторие те улăштарса тăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи пур ĕçе те пĕлсе йĕркеленине пула ĕнтĕ "Прогресра" усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне районта чи нумай аш-какай туса илеççĕ. Кăçалхи çак тапхăрта кунта 100 гектар çĕр пуçне 141 центнер аш-какай туса илнĕ, кăтартусем çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт хакĕ те палăрмаллах ỹсрĕ. Пĕрремĕш сорта тивĕçекен 1 килограмм сĕте продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем 12 тенкĕпе туянаççĕ. Чи нумай сĕт сăвакан хуçалăхсене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн бюджечĕсенчен те укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Хамăр куратпăр, ĕне усраса сĕт сутакан ял хуçалăх предприятийĕсен малашлăх пур. Çакна шута илсе сăвакан ĕнесен хисепне тата ỹстермелле. Çак ыйтăва кун йĕркинчи тĕп ыйту вырăнне хумалла. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх усранинчен çулталăк тăршшĕпех укçа кĕрет. Ăратлă пушмак пăрусем туянакансене те патшалăх пулăшать, 5 çуллăх тапхăра çăмăллăхлă кредит уйăрать. Унсăр пуçне, вĕсен кашни килограмм чĕрĕ виçи пуçне шутласа дотаци параççĕ, çак виçе 72 тенкĕпе танлашать. Халăхран выльăх пуçтарнăшăн та çăмăллăхлă кредит илме пулать, ăна вара 2 çулталăка параççĕ. Унпа та май пур таран усă курмалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, чăннипех, усăллă. Çакна шута илсе ăратлă выльăхсен хисепне ỹстермелле, ĕне выльăхсене май пур таран халăхран та туянма тăрăшмалла. В.