Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташăçăсен виççĕмĕш фестиваль-конкурсĕнче

16 декабря 2009 г.

 Курнавăшри информаципе культура центрĕнче ташăçăсен йăлана кĕнĕ "Грация" виççĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Хореографи коллективĕсем йышлă хутшăнчĕç унта. Районти тăхăр ял тăрăхĕнчи шкулсемпе клуб учрежденийĕсем çумĕнчи ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. Халăх лăк тулнă культура керменĕнчи уява Курнавăшри "Сириус" хальхи ташă студине çỹрекенсем уçрĕç. Конкурсантсен илемлĕ те хĕрỹллĕ ташшисем куракансен чунĕсене çĕклентернĕ май залра тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ. Виçĕ ушкăнра тата икĕ номинацире тупăшнă ташăçăсем куракансен чĕрисене виçĕ сехете яхăн тыткăнларĕç. Тăхтавсем вăхăтĕнче "Хавхалану" эстрада студине çỹрекен, районти, республикăри конкурссене пĕрре мар хутшăннă пĕр тăван Р. тата Е.Светопольскисем, В.Светопольская, И.Светопольская, Кристина Смирнова, Ксения Смирнова хаваслă юрăсем шăрантарчĕç. Ытти конкурссенчи пекех çĕнтерỹçĕсемпе призерсем паллă пулчĕç. Чăннипех те чи пултаруллисене палăртма çăмăлах пулмарĕ жюри членĕсене. Фестиваль-конкурса çирĕм ытла ташă ушкăнĕ, çĕр ытла ача хутшăнни кăмăла çĕклет. Çулран-çул вăй илет ташă уявĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк ывăл-хĕрĕсем пĕчĕкренех ташлама хăнăхаççĕ. Ку вăл районти искусство шкулĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ, ăста хореограф ĕçленинчен те килет. Çавăн пекех культура учрежденийĕсенче юлашки вăхăтра ташă ушкăнĕсем уçни те те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисем чăннипех те кăмăлласа çỹреççĕ вĕсене. Чылай чухне аслăрах классенче вĕренекенсем хăйсемех ташă мелĕсене шыраса тупни те çĕнĕлĕх мар. "Халăх ташши" номинацире Елчĕкри, Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче вĕренекенсем, Çĕнĕ Пăвари, Вырăскассинчи, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕсем, Елчĕкри культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи ачасен ташă ушкăнĕсем палăрчĕç. Акă, Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнчи "Сириус" театр ушкăнне çỹрекен пултаруллă ачасем юмахсемпе спектакльсем лартма çеç мар, юрă-ташăра та маттур. Халăх ташшине ташласа ултă çулхи Катя Ишмуратова, иккĕмĕш класра вĕренекен Настя Ишмуратова, улттăмĕшĕнче вĕренекен Семен Портнов, Дима Чернов, Полина Кириллова, Марина Трофимова, Таня Ишмуратова, Катя Пупина, Наташа Карпова, Таня Смолина, Артур Михайлов иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Ултă çулхи Катя Ишмуратова Хĕвел тухăç ташшипе куракансене пысăк савăнăç кỹчĕ. Малтанах кĕтнĕ пекех, "Хальхи ташă" номинацие хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Чи лайăххисен йышне Курнавăшри "The Best", "Tvista", Елчĕкри "Дети 21 века", "Neхt", Çĕнĕ Пăвари "Солнышко", "4-01", Шăмалакри "Очаровашки", Çуткỹлти "Девчата", Аслă Елчĕкри "Молодежь 21 века" ушкăнсем кĕчĕç. Уйрăмах куракансене Курнавăшсем "Dance battle" ташăпа "The Best" ушкăн таланчĕ тĕлĕнтерчĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем кăçал республикăри "Ташша яра пар" фестиваль-конкурсра призерсен йышне кĕнĕ. Вĕсем районти фестиваль-конкурсра та икĕ хут çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илнĕ. Кăçал та хăйсен ушкăнĕнче чи-чи маттуррисем. "Грация" фестиваль-конкурсăн Гран-прине Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен ташăçăсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем халăх ташшине ташлама та ăста, хальхи ташăпа та хăйсем патне илĕртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика