Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕç курăмлă

16 декабря 2009 г.

Пархатарлă ĕç курăмлă Пирĕн ентеш _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçи, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Олег Николаевич Викторов районта пурăнакансене хавхалантарас, вĕсене пулăшас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçлать. Çамрăксене патриотизмла воспитани парасси, вĕсене мĕн ачаран спорта юратма хăнăхтарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Олег Викторов районта йĕркелесе ирттерекен кашни тĕл пулура çак ыйтусене чи малти вырăна хурать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ хальхинче хăйĕн тăван шкулĕнче _ Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсене Раççей Геройĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Евгений Борисовпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма май туса пачĕ. Раççей Геройĕ Евгений Борисов _ Муркаш районĕн çамрăкĕ, Çурçĕр Кавказра çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа паттăрлăх кăтартнăшăн çак хисепе тивĕçнĕ вăл. Паттăр салтак вăрçă событийĕсем çинчен кĕскен каласа кăтартни те ачасен асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ. Олег Викторов хăй те пĕчĕкрен физкультурăпа спорта юратнă. Тĕрлĕ спорт тĕсĕсене кăмăлланă, уйрăмах кире пуканĕ йăтма юратнă, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса район чысне те темиçе хутчен хỹтĕленĕ. Кире пуканĕн спортне аталантарас, çамрăксен ăсталăхне ỹстерес, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе Олег Викторов депутат кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикинчи уçă турнирне хăйĕн тăван ялĕнче йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут пулса иртрĕ. Шăмат кун Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем республика шайĕнче пулса иртекен спорт ăмăртăвне курса хаклама Çĕнĕ Пăвари культура çуртне йышлăн пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Олег Викторовăн пархатарлă ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен пайĕн ертỹçи Леонард Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Евгений Борисов, СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ, ветерансем хушшинчи тĕнче чемпионĕ Юрий Карпов, Европăн 1991 çулхи чемпионĕ, Пĕтĕм Раççейри турнирсенче пурĕ 18 хутчен çĕнтернĕ ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Борис Глинкин, Раççей спорт мастерĕсем Павел Кутузовпа Владимир Симень, СССР спорт мастерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри федерацин ертỹçи, Патăрьелсен ентешлĕх ертỹçи Владимир Семенов, Чăваш наци кĕрешĕвĕн республикăри федерацин президенчĕ Виталий Васильев, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров, воин-интернационалистсен республикăри "Доблесть" организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев, Чăваш Республикинчи тата Раççей Федерацийĕнчи физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш номерлĕ училищин директорĕ Борис Атаманов, Чăваш Республикинчи пĕрлештернĕ командăсене хатĕрлекен центр ертỹçи Сергей Шелтуков ырларĕç, тивĕçлипе хакларĕç. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн 1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем тата хĕрарăмсем 16 килограмлă кире пуканне йăтассипе 60 килограма çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче ăмăртрĕç. 1991 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасем №50 килограма çитичченхи№ тата 24 килограмлă №55 килограма çитичченхи, 60 килограмм, 65 килограмм, 70 килограмран йывăртарах виçесенче№ кире пуканĕ йăтрĕç. Ветерансем те хастар пулчĕç: 40-50, 50-60 тата 60 çултан аслăрах ветерансем тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем çĕклерĕç. Пурĕ _ 100 çынна яхăн. Вĕсен хушшинче _ хамăр районти шкулсен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика университечĕн командисем. Ăмăртăва хутшăннă Елчĕк районĕнчи яшсемпе хĕрсем ентеш-депутатăн пархатарлă, усăллă ĕçне хакласа помост çинче хăйсене кирлĕ пек тытма пултарнине куракансем малтанах асăрхарĕç. Ĕнелĕнчи пĕр тăван Николаевсем, Николайпа Вера, акă, хавхаланса тупăшрĕç, çавна май вĕсем пысăк результатсем кăтартма пултарчĕç. Хăйсен виçисенче вун пĕрмĕш класра вĕренекен Вера та, саккăрмĕш класри Николай та пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсем пуçарулăх кăтартнине те каламасăр иртме çук. Хăйсен ялĕнче ентеш-депутат ирттерекен турнира вĕсем кăçал пурĕ çиччĕн хутшăнчĕç: Павел Аверьянов, Петр Чермаков, Владимир Петров, Екатерина Иванова, Диана Измайлова, Павел Михайлов, Михаил Зайцев. Ăмăртăва пуçласа хутшăнакансене çĕнтерỹçĕ пулайманшăн ỹпкелешсе калакан никам та çук. Чи кирли _ вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетес тени, спорта юратма хăнăхса пыни. Çамрăксем хушшинче хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна Денис Григорьев, Алексей Яковлев, Иван Кривов №пурте Курнавăш шкулĕнчен№, Константин Ильин №Канаш районĕ№, Александр Павлов №Елчĕк шкулĕ№ тухрĕç. Ветерансем хушшинче тĕрлĕ виçесенче чи вăйлисем: Анатолий Константинов №Курнавăш№, Анатолий Лавров №Шупашкар№, Владимир Симень №Чăваш патшалăх педагогика университечĕ№, Юрий Карпов №Шупашкар№ пулчĕç. 60 çултан аслăрах ветерансем хушшинче Александр Павлов №Шупашкар№ _ пĕрремĕш, Николай Яковлев №Тăрăм№ _ иккĕмĕш, Геннадий Туманов №Çĕнĕ Эйпеç№ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен тупăшăвĕнче Курнавăш шкулĕ, иртнĕ çулхи пекех, _ пĕрремĕш, Елчĕксем _ иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăва шкулĕ _ виççĕмĕш, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Кĕçĕн Таяпа шкулĕ _ пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеç шкулĕ _ иккĕмĕш, Тăрăмсем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Командăсем хушшинче Елчĕк районĕн команди _ пĕрремĕш, Чăваш ял хуçалăх академийĕн атлечĕсем _ иккĕмĕш, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн команди виççĕмĕш пулчĕç. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Борис Глинкин вара Чăваш Республикин виççĕмĕш турнирĕн абсолютлă чемпионĕ пулса тăчĕ. Вăл депутат çирĕплетнĕ сумлă парнене _ така илме тивĕçлĕ пулчĕ. Шăмат кун Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче иртнĕ уяв кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕпе анчах вĕçленмерĕ, каçхине чаплă концерт та пулчĕ. Олег Викторов ăмăртăва йĕркелеме спонсор пулăшăвĕ панă Курнавăшри Юрий Смирнова, Аслă Елчĕкри пĕр тăван Мешковсене, турнира ирттерме хутшăннă А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподаватель-тренерĕсене тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика