Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвеллĕ пурнăç юрăçи

12 декабря 2009 г.

 Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕсем, диспутсем, викторинăсем, калаçусем, конкурссем сахал мар йĕркеленĕ районти библиотекăсенче. Çĕнĕ Пăвара "Чăваш поэзийĕн улăпĕ _ Çеçпĕл Мишши _ 110 çул" ятпа районти библиотекарьсен семинарĕ иртрĕ. Пуçтарăннă хăнасене Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин саламларĕ, ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Семинара хутшăннисене Çĕнĕ Пăва ача садĕнчи пĕчĕк артистсем йăла-йĕрке юррисемпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем çепĕççĕн юрланă юрăсем аслисен чунĕсене тыткăнларĕç. Çавăн пекех вĕсем ташăра та маттур. Аслă классенче вĕренекенсем Çеçпĕл Мишшин сăввисене вуларĕç, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕç. Ачасем паллă поэтăн сăввисене пăхмасăр каларĕç, ăна халалласа çырнă тĕрлĕ поэтсен сăввисене уççăн янăратрĕç. Пухăннисен умĕнче районти тĕп библиотека ертỹçи Л.Зайцева, нумай çул Çĕнĕ Пăва библиотекинче хастар вăй хунă Л.Викторова тухса калаçрĕç. Семинарăн иккĕмĕш пайне çитмĕл çула хыçа хăварнă Л.Викторована халалларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика