Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕмĕрлĕ шкул историйĕ

12 декабря 2009 г.

 Вăрăмхăвасемшăн 19 ĕмĕр вĕçĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕри 1896 çулхи чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче пĕр класлă чиркỹпе прихут шкулĕ уçăлни шутланать. Вăл ял çыннисемшĕн питĕ паллă событи пулса тăнă. Унччен ялта хутла пĕлекен çынсем сахал пулнă. Ваттисен аса илĕвĕ тăрăх, ун чухне Василий Осипов çыруçă пулса ĕçленĕ. Ял çыннисем кирек мĕнле ыйтупа та ун патне пынă. Пĕрисен çăхав, теприсен прошени çырмалла тата ытти те. Шкулăн уйрăм çурт пулман. Çавăнпа та ытлă-çитлĕ пурăнакансем ачасене вĕрентме хăйсен çуртне панă. Вĕсенчен пĕри, манăн мăн асатте, Кирилл Никитин, хăйсем пурăнакан çуртăн пĕр пỹлĕмне ачасене вĕрентме уйăрнă. Икĕ пỹлĕмлĕ çурт вăл вăхăтра пысăк шутланнă. Чиркỹпе прихут шкулĕсем 1883 çулхи Синод йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн уçăлнă. Вĕсене чиркỹ прихучĕсем тытса тăнă. Шкулсенчи укçа-тенкĕпе священник кирлĕ пек усă курнă. Вăлах вулама, çырма, шутлама, паллах, Турă саккунне вĕрентнĕ. Чиркỹ прихучĕн укçи-тенки ытларах пулсан учитель тытнă, ăна шалу тỹленĕ. Çавăн пекех Теччĕри земски управи шкулсене 50 тенкĕ пособи уйăрнă. Пĕр класлă чиркỹпе прихут шкулĕсенче икĕ çул вĕрентнĕ. Пирĕн ялта чиркỹпе прихут шкулĕ 1918 çулччен пулнă. Унăн пĕрремĕш учителĕ Илья Тимофеевич Тимофеев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1900 çултан пуçласа Турă саккунне Патреккелти Успени чиркĕвĕн дьяконĕ Михаил Петров Белоруссов вĕрентнĕ. Шкул заведующийĕ çак чиркỹри Михаил Яковлев Виноградов священник пулнă. Пĕрремĕш çул шкула 7 арçын ача çырăннă. Вĕсене арифметика, грамматика, Турă саккунĕ, тăван сăмах предмечĕсене вĕрентнĕ. Кăранташпа, чернилпа çырнă, грифель доскапа усă курнă. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем экзамен тытнă. 1899 çулта Патреккелти Осип Васильевич Доброхотов учительте ĕçлеме пуçланă. Унăн земскин 4 çулхи училищи пĕтернине ĕнентерекен свидетельство пулнă. Осип Васильевич ăслă, ырă, тỹрĕ кăмăллă çын пулнă, ачасемшĕн нумай тăрăшнă. Вăл шкул çумĕнчи çуртрах пурăннă. Çав çулсенче хресченсем пахчара çĕр улмисĕр пуçне нимех те акса-лартса ỹстермен, вĕрентекен вара помидорпа хăяр та çитĕнтернĕ. Осип Васильевич Доброхотов пирĕн ялта 1932 çулччен тăрăшнă. Вăл шкулта нумай ĕçсем туса ирттернипе палăрса тăрать. 1900 çулта ял халăхĕн укçи-тенкипе шкул çурчĕ туса лартнă. Класс пỹлĕмĕсем иккĕ пулнă. Классене коридорпа кĕмелле пулнă, каярахпа унта та класс йĕркеленĕ. Шкул пăралуккара вырнаçнă. Халĕ унта В.Смирнов пахчи. Шкула вутăпа хутнă, çавăнпа та çуллахи каникул вăхăтĕнче 35-41 кубла метр вутă хатĕрленĕ. 1918 çулта чиркỹпе прихут шкулне советсен пĕрлехи ĕçĕн 4 çуллăх пĕрремĕш пусăмри шкулĕ ят панă. Унăн заведующийĕ О.В.Доброхотов пулнă. Çак ятпа шкул вăтăрмĕш çулччен ĕçленĕ, каярахпа пуçламăш ят илнĕ. Совет вăхăтĕнче вырăс чĕлхи, тăван чĕлхе, чистописани, арифметика, пени, рисовани тата физкультура вĕрентнĕ. Тăваттăмĕш класра çак предметсемсĕр пуçне естествознани, историпе географи хутшăннă. Хор, литература, физкультура кружокĕсем ĕçленĕ. 1942 çул тĕлне шкулти библиотекăра 380 кĕнеке шутланнă. Учебниксене ашшĕ-амăшĕн укçи-тенкипе туяннă (пĕр ача пуçне 6 тенкĕ те 95 пуса ларнă). Шариклĕ ручкăсем пирĕн тăрăха çирĕммĕш ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче çеç çитнĕ. Унччен перопа çырнă. Хĕрлĕпе кăвак сăрăна шывпа хутăштарса чернил вырăнне усă курнă. Кашни ача хăйĕнпе пĕрле чернильница илсе çỹренĕ, çуккисем _ банка. Вĕренекенсем чернилпа сахал мар нуша курнă, тетраде те вараланă, сумкăра тăкăннă. Шкул ачисем ытларах пир сумкапа çỹренĕ. 1924 çулта аслă классенче вĕренекенсем пионера кĕнĕ. Отрядсен вожатăйĕсем комсомолецсем пулнă. Вĕсенчен пĕри _ Илья Сергеевич Перцев. 1933 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне тунă. Ăна Степан Щербаковпа Николай Ивановран туртса илнĕ çуртсенчен ăсталанă. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 225 тăваткал метрпа танлашнă. Вĕренỹ пỹлĕмĕсем 50 тăваткал метр пулнă. 1935 çулта колхоз спорт площадки туса панă. 1920 çулта пуçламăш классен учительницине Мария Кузьминана çирĕплетнĕ. Вăл О.В.Доброхотовпа пĕрле ĕçленĕ. 1926 çултан пуçламăш классен учителĕ пулса Лаш Таяпари Петр Васильевич Князев тăрăшнă. 1932 çулта О.В.Доброхотов ялтан тухса кайнă. Ун вырăнне шкул заведующийĕ пулма Ольга Платоновна Платоновăна лартнă. 1937 çултан пуçламăш классен учительницинче Ольга Марковна Маркова ĕçлеме пуçланă. Вăл туберкулезпа вилнĕ Петр Васильевич Князев вырăнне килнĕ. Ольга Марковăна Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕ хыççăн Елчĕкри РОНО заведующийĕн приказĕпе çирĕплетнĕ. Вăл инçетрен лекнĕ тăванĕсем патĕнче, Софья Кириллова çемйинче, пурăннă. Пирĕн ялта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн ăна Яманчỹрелĕнчи пуçламăш шкула куçарнă. Ун хыççăн ачасене Кивĕ Эйпеçри Иван Трифонович Петров вĕрентнĕ. Вăл та Патăрьелĕнчи педтехникум хыççăн пирĕн яла килнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче шкул коллективĕ улшăнсах тăнă. Лаш Таяпари Лидия Григорьевна Емельянова та вĕрентнĕ вăрçă вăхăтĕнче. Ольга Платонова 1948 çулччен тăрăшнă. 1948 çулхи вĕренỹ çулне Зинаида Николаевна Филиппова çĕнĕ заведующи уçнă. Вăл Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнчен пулнă. Вăрăмхăвана куçиччен Лаш Таяпара ĕçленĕ. Елчĕк тăрăхне учительница Патăрьелĕнчи педагогика училищи хыççăн лекнĕ. 1948 çулта пĕрремĕш класа вăрçăччен çуралнă 24 ача кайнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин нуши-терчĕсене самаях астивнĕ вăрçă ачисем. Каярахри çулсенче пĕрремĕш класа 10-15 ача çеç пуçтарăннă. 1949 çулта çиçĕм çапнипе вилнĕ Лидия Григорьевна Емельянова вырăнне Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Иванович Таллеров килнĕ. Пирĕн ялти шкулта çулталăк ĕçлесен çамрăк педагога Совет Çарне илнĕ. Зинаида Николаевна 1951 çулта нумаях пулмасть çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă ял ачине, Арсентий Степанович Носова, качча тухать. Унтан ачапа ларать. Вăл декретлă отпускра чухне ачасене Олимпиада Григорьевна Алюкина, Федосия Ивановна Орлова, А.Дудкин вĕрентеççĕ. Каярахпа Зинаида Николаевна чире пула вĕрентме пăрахать. Унтан хамăр ялти Исаакий Михайлович Горбунов (Михайлов) вĕрентме тытăнать пĕчĕкскерсене. Вăл 1905 çулта хамăр ялти чиркỹпе прихут шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Унтан Кĕçĕн Елчĕкри икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен ахаль хресчен ачи 1907 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланă. Тăватă çул çурла уйăхĕн вĕçĕнче ашшĕ ăна Чĕмпĕре лашапа леçнĕ. Чĕмпĕрте вăл чăвашсен паллă композиторĕсемпе Ф.П.Павловпа тата С.М.Максимовпа вĕренет. 1911 çулта пĕлỹ илсен Сызрань уесĕнче ĕçлеме пуçлать. 1914 çулта ăна патша çарне илеççĕ. 1915 çулта Хусанти прапорщиксен шкулĕнче вĕренет. 1916 çулхи империализм вăрçинче ăна йывăр амантаççĕ, 1918 çулта подпоручик чинĕпе демобилизацилеççĕ. 1919 çулччен Кустанай хулинче "Закупсбыт" кооперативра ĕçлет. Граждан вăрçи пуçлансан Колчак правительстви ăна çара илет. Пилĕк уйăх службăра тăрсан тарать. 1920 çулта Хĕрлĕ Çар енне куçать. Туркестан фронтĕнче басмачсемпе çапăçать, 1922 çулта Утлă çар разведкин командин начальникĕн должноçĕпе демобилизацилеççĕ ăна. Туркестан фрончĕ хыççăн вăл 1925 çулччен малярипе чирлесе выртать. 1925 çултан пуçласа 1930 çулччен Яманчỹрелĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлет. Унтан тăватă çул Тутар АССРĕнчи Пăва районĕнчи тĕрлĕ шкулта завучра вăй хурать. Пĕр вăхăтрах çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче физикăпа математика та вĕрентет. 1937 çулта ТАССР Аслă Сучĕ ăна вунă çуллăха репрессиленĕ. Тĕрмерен тухсан яла таврăннă. 1956 çулта РСФСР Аслă Сучĕ ăна реабилитацилет. 1956 çулта шкул çуртне пăралуккаран хальхи вырăна куçарнă. Юнашар столовăй тунă. 1960 çулта З.Н.Филиппован сывлăхĕ япăхланнине пула Лаш Таяпара вĕрентнĕ Валентина Афанасьевна Кирилловăна (Егорова) заведующине лартаççĕ. Валентина Афанасьевна хамăр районти Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Кунта 1963-1965 çулсенче Лаш Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухнă Альбина Афанасьевна Кириллова та ĕçленĕ. 1968 çулта пилĕк класс вĕрентекен шкулăн çĕнĕ çурчĕ уçăлнă. Уншăн Валентина Афанасьевна Егорова (Кириллова) нумай тăрăшнă. Шкул хăпартнă çĕре халăх йышлă пухăннă, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе никĕсне янă. Çĕнĕ çурт виçĕ класлă çурта хирĕç ỹссе ларнă. Кĕçĕннисем кивĕ шкултах вĕреннĕ. Сакăр çул вĕренмелли шкула Николай Петрович Морозов уçнă. Унччен пирĕн ял ачисем тăватă класс пĕтернĕ хыççăн 7-8 çухрăмра вырнаçнă Лаш Таяпа шкулне вĕренме çỹренĕ. 1993 çулта ялта çĕнĕ вĕренỹ çурчĕ уçăлсан Вăрăмхăвасен савăнăçне каласа пĕтереймĕн. Икĕ хутлă шкулта спорт залĕ, столовăй, ĕç урокĕ валли мастерской пур. Валентина Николаевна Кириллова директор ăна уçассишĕн нумай вăй хучĕ. 1985 çултанпа кунта тăрăшать вăл. Шкул хута кайнăранпа сахал мар ача вĕренсе тухнă унтан. Вĕсен йышĕнче академиксем, спортсменсем, çар çыннисем, врачсем те пур. Пĕр ĕмĕрлĕ шкула кăçал каллех пуçламăш шкула куçарчĕç. Кунтах ача сачĕ вырнаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика