12 декабря 2009 г.
Тăрăшса ăс-тăн паратăн кунсерен, Кашнинех ыр пурнăç çулĕ парнелен. Çавăнпа кун-çул илемлĕ, Çавăнпа эпир телейлĕ, Тавтапуç сана, учитель, чĕререн. (Юрăран) Çамрăк ăрăва вĕрентсе пĕлỹ парас, Тăван çĕршыва кирлĕ пек пăхса ỹстерес ĕçе учитель туса пырать. Вĕсемсĕр общество малалла аталанайман пулĕччĕ. Пирĕн пурнăçра учителĕн тỹпи питĕ пысăк вырăн йышăнать. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме те вăлах пулăшать. Шăпах вĕсем пиртен çĕршыва кирлĕ çынсем тăваççĕ, инкекре пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕрентекен пĕлтерĕшĕ татах анлăланчĕ. Çамрăк ăру мĕнле пуласси унран нумай килет-çке... Кашни çыннăн хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕ пур: çуралнă вырăн, савнă шкул тата юратнă педагог. Манăн та юратнă учитель пур. Вăл пирĕн класс ертỹçи Елена Васильевна Ягудина. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех. Пирĕн класра пурĕ 10 ача. Кашнийĕ тĕрлĕрен ялсенчен çỹрет. Унта тутарĕ те, чăвашĕ те, вырăсĕ те пур. Апла пулин те эпир питĕ туслă пурăнатпăр. Çак туслăха кунсерен çирĕплетме пире Елена Васильевна пулăшать. Кирлĕ вăхăтра сĕнỹсем парать. Эпир унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мĕншĕн тесен Елена Васильевна пире пĕлỹ тĕнчинчи çĕнĕлĕхсемпе нумай паллаштарать. Чылай чухне уроксене компьютер технологийĕпе усă курса ирттерет. Елена Васильевна Ягудина (Алексеева) Аслă Пăла Тимеш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Ачисем вĕреннĕ çынсем пулччăр тесе Василий Никитичпа Екатерина Никандровна ырми-канми тăрăшнă. Чăнах та, çĕрĕпе куç хупманни, пепкисемшĕн чунне пани сая кайман. Ывăл-хĕрĕсем пĕринчен тепри маттур. Мал ĕмĕтлĕ Лена та вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тĕп хуламăрти пединститута химипе биологи факультетне вĕренме кĕрет. Учитель дипломне алла илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Сăрьел шкулне биологипе хими учителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Унта пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн вăл хăй вĕреннĕ тăван шкулта биологи предметне вĕрентет. Хальхи вăхăтра Елена Васильевна Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вăй хурать. Ачасене тĕрĕс воспитани парас тесе чунне парать. Елена Васильевнасăр шкулти, районти пĕр мероприяти иртмест тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл вĕрентекен ачасем çулсеренех районти олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те шкулти сăнав участокĕсем хушшинчи конкурсра мала тухса диплом илме тивĕç пулчĕ. Районта экологипе ирттернĕ конференцире те унăн вĕренекенĕсемех (Света Зайцева, Настя Антонова) малти вырăна тухрĕç. Иртнĕ эрнере хăйсен ĕçĕсене Шупашкар хулинче хỹтĕлерĕç. Ăста педагог çеç мар, лайăх анне те Елена Васильевна. Мăшăрĕпе, Николай Анатолиевичпа пĕрле икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ, Анжела, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн 3-мĕш курсĕнче ăс пухать. Павăл ывăлĕ вара спортпа питĕ туслă. Вăл сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче вĕренет. Тĕрлĕрен ăмăртусенче çĕнтерсе ашшĕпе амăшне савăнтарать. Çапла, тем тума та ĕлкĕрет хăйĕн ĕçне чунтан юратакан хаклă вĕрентекен.