Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен сумне çĕклесе

12 декабря 2009 г.

 2010 çул çĕршывра, республикăра Вĕрентекен çулталăкĕ пулнă май "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче вĕрентỹ тата воспитани, педагогика ĕçĕн сумне çутатас, çĕнĕлле тăрăшакансене хавхалантарас, лайăх ĕçлекен педагогсен опытне ыттисем хушшинче сарас тĕллевпе "Пурнăçри тĕп çын" конкурс йĕркелет. Чăнах та, ашшĕ-амăшĕ хыççăн вĕрентекен шăпах пурнăçри тĕп çын шутланать вĕт. Конкурса хутшăнакансен пурнăçри тĕп çыннăн _ учителĕн сăнарне, ĕç-хĕлне, пултарулăхне тĕплĕн те витĕмлĕн уçса памалла, шкулсенчи, ача-пăча сачĕсенчи çĕнĕлĕхсене, çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте педагогăн пурнăçри пĕлтерĕшне тĕрĕссĕн те тарăннăн çутатмалла. Конкурса килекен ал çырăвĕсен калăпăшĕ 4 страницăран ытла пулмалла мар. Сăн ỹкерчĕксем материала пуянлатнине шута илетпĕр. Чи лайăх ĕçсене хаçат страницисенче пичетлетпĕр. Фактсемсĕр, пĕтĕмĕшле сăмахсемпе çырнă çырусем пичетленмеççĕ. Ĕçсене виçĕ жанрпа хаклатпăр: "очерк", "тĕрленчĕк", "статья". Çырусене хаçат редакцине кĕрсе пама, почта çыхăнăвĕ урлă тата электрон почтипе (yal-pressa@cbx.ru, izdat@cbx.ru) яма пултаратăр. Çиеле "Конкурса" тесе палăртма ан манăр. Пирĕн адрес: 429380, Елчĕк ялĕ, Первомайски урамĕ, 16-мĕш çурт. Конкурса хутшăнакансен хăйсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, адресне палăртмалла, кĕскен хăйĕнпе паллаштармалла. Телефон номерне те пĕлтерсен пит аван пулмалла. Ĕçсене 2010 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнатпăр. Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе хаклă парнесем кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика