Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкексем сахалрах пулччăр

12 декабря 2009 г.

 Çын пурнăçĕнчен хакли урăх нимĕн те çук. Çакна шута илсе ĕç сыхлавĕн йĕркине тĕп вырăна хума кирли çинчен çине-çинех сăмах пуçаратпăр. Шел пулин те, инкексен тĕслĕхĕсемпе тĕл пулма тиветех. Кăçалхи 11 уйăхра районĕпе ĕçре 6 инкек пулнă, юрать, çынсем вилмен. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ çул 1 инкек пулнă. Çак тапхăрта 1000 ĕçлекен шутĕнчи коэффициент 1,33 инкекпе танлашать, иртнĕ çул 0,30 пулнă. Ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама кăçал ĕçлекен пĕр çын пуçне 1350 тенкĕ, иртнĕ çул 1091 тенкĕ тăкакланă. Производствăра инкек-синкек ан пултăр тесен ĕç сыхлавĕн инструктажне кирлĕ пек йĕркелесе ирттермелле. Çынсен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслемелле, вĕсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе тата сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе вĕрентессине кирлĕ пек йĕркелемелле. Вĕреннĕ хыççăн вĕсен пĕлĕвне ятарлă комисси хак парать, удостоверенисемпе тивĕçтерет. Ĕç сыхлавĕн кунне те кашни уйăхра ирттермелле, пĕтĕмлетỹсене правлени ларăвĕсенче пăхса тухмалла. Вырăнсенче ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ĕçлекен службăсем йĕркелемелле. Хальхи вăхăтра асăннă службăсене Ленин ячĕллĕ, "Знамя", "Урожай" хуçалăхсенче пачах йĕркелесе пымаççĕ е хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ шайра туса пыраймаççĕ. Вĕсенче инструктажсене вăхăтра ирттермеççĕ, çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттермеççĕ, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ĕçлекен комиссисем йĕркелемен, ĕç сыхлавĕн кĕтесĕсене туман, инструктажсем ирттермен. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç сыхлавне вĕрентес тапхăр пуçланчĕ. Çакăн валли кашни организаципе предприятире ĕç программине туса хатĕрлемелле, вĕренекенсен списокне çирĕплетмелле, вĕсене правлени ларăвĕнче пăхса тухмалла. Чылай предприятипе организацире коллективлă килĕшỹсен вăхăчĕсем тухса пыраççĕ. Çакна шута илсе вырăнсенче килĕшỹсем туса хатĕрлессипе комисси туса хумалла, проектсем хатĕрлемелле. Палăртнă ĕçсене пурнăçласси пирки пухусенче пăхса тухмалла. Килĕшỹсенче ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрассине палăртса çырмалла. С. КУЗЬМИН, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика