12 декабря 2009 г.
ЗАГС пайĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Хальхинче ят, хушамат, ашшĕ ятне улăштарнисем пирки сăмах пуçарасшăн. Иртнĕ çул 6 çын хăйĕн ят-шывне улăштарнă пулсан, кăçалхи вун пĕр уйăхра - 13. Пирĕн патăмăрта çак туртăм ытти çĕрти пекех йăлана кĕнĕ тесе калас килмест. Çапах та юлашки вăхăтра çĕр пайĕсене, ашшĕ-амăшĕн эткерлĕхне хăйсем çине куçарас ыйтусемпе ял çыннисем йышлăн çỹреççĕ. Çуралнине ĕнентерекен документпа паспорт çинчи кăтартусем пĕр пек маррине курса ĕненетĕн. Ят улăштарнине патшалăх йĕркипе шута илнĕ чухне Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн сăмах хушамат, ят тата ашшĕ ячĕ пирки пынине палăртмалла. Вун тăваттă тултарнă шкул ачи хăйĕн пурнăçне ку енĕпе çĕнĕлĕх кĕртме шут тытрĕ тĕк саккун унăн хỹтне кĕрĕ. Çул çитмен пулсан ашшĕпе амăшĕн е усрава илнĕ çыннăн килĕшĕвĕ çеç кирлĕ. Çак çулсенчен кĕçĕнреххисен вара РФ Çемье кодексне пурнăçламах тивет: ача хушаматне урăххипе улăштарас тесессĕн те опекăпа попечительство органĕсенчен ирĕк ыйтмалла. Вунă çул тултарнă хыççăн унăн ятне хăй ирĕк парсассăн çеç урăхлатма май пур. Чылай чухне мăшăрĕ пăрахса хăварнăран чунĕ тăвăлса çитсен те амăшĕсем пирĕн патах килеççĕ. Ывăл-хĕрĕсен ашшĕ ятне улăштарса иртнĕ пурнăçпа яланлăхах сыв пуллашас теççĕ пулĕ. Анчах "ултавçăн" йĕрĕ те юлман, тĕл пулсан та тăван ачин амăшĕ ыйтнине пурнăçлас çук вăл. Çапла мар-и пирĕн арçынсен менталитечĕ( Вун саккăр тултарсан çамрăк, паллах, пĕчĕккĕ чухне пăрахса кайнă ашшĕн хушаматне мар, хăйне пăхса ỹстернĕ çыннăн хушаматне илме тăрăшать. Çапла тума ăна саккун та чармасть, çул çитнĕ май ирĕк никамран та ыйтмалла мар унăн. Çын ятне улăштарма шут тытрĕ тĕк, паллах, пĕр сăлтавсăр мар пулĕ. Анлă сарăлнисенчен пĕри_ хушамат, ят хитре янăраманни. Акă, салтака каякан каччăсем хушамачĕсене улăштарчĕç. "Инçетре виртлеме пултараççĕ-çке, камăн хăйне "козел" е "горшок" тетерес килтĕр",_ теççĕ çамрăксем. Тата ют çĕршыва ĕçлеме каякансем те ячĕсене улăштарма тăрăшаççĕ. Пĕри, акă, Таньăран Даяна пулса тăчĕ. Ют çĕрте ячĕ килĕшỹллех янăраманнине пĕлтерчĕ пике. Çамрăк амăшĕпе ашшĕ Данил ывăлне Даниил çыртарма кăмăл турĕç. Пĕр хĕрарăм ĕмĕр тăршшĕпе Мария ятпа пурăннă. Паспорт çинче те çаплах. Анчах çуралнине ĕнентерекен свидетельство çинче унăн ячĕ _ Пераскева. Мĕн тумалла ĕнтĕ ват çыннăн. Ирĕксĕрех хăйĕн чăн ятне илмелле е куçарттармалла. Кун пек тĕслĕхсем нумай илсе кăтартма пулать. Çакăн пекки те тĕл пулать. Мăшăрланнă чухне çамрăк арăм хăй хушамачĕпех юлма килĕшет. Пурăна-киле вара упăшкин хушаматне илес килет. Пирĕнтен нимĕнле чару та çук. Эпир кирек камăн ыйтăвне те туллин тивĕçтеретпĕр. Ят-хушамат улăштаракансем РФ Налук виçине - 500 тенкине тỹлеççĕ те часах çĕннипе çỹреме пуçлаççĕ. Унччен ку енĕпе çирĕп йĕрке пулнă. Ят-шыва часах улăштарайман, çирĕп аргумент кирлĕ пулнă. Ăна çирĕплетме пултариччен виçĕ уйăх та иртнĕ. Шалти ĕçсен органĕсенче тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн тин суд тивĕçлĕ хурав панă. Хальхи технологисем мĕнпур ĕçе ансатлатрĕç.