12 декабря 2009 г.
Тỹлевсĕр донор пуласси, чирлĕ çын пурнăçне çăлма юн парасси _ сывлăхлă кашни çыннăн гражданла тивĕçĕ. Паянхи медицина эмел хатĕрĕсенчен пуян, çапах та чылай чухне йывăр чирсене юн ямасăр, унăн препарачĕсемпе усă курмасăр сиплеме çук. Юнăн тĕп çăл куçĕ _ хăй ирĕкĕпе, чĕре хушнипе хăй юнĕн пĕр пайне çын пурнăçне çăлма, сывлăхне сиплеме пани. Çитес ытлари кун, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, районти тĕп больницăра донор кунне ирттереççĕ. Вăл ирхине 8 сехетре пуçланать. Хаваспах кĕтетпĕр сире, хаклă ентешсем.