12 декабря 2009 г.
Кире пуканĕ йăтассипе "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXVI турнирта Елчĕк енри спортсменсем те палăрнă. Хĕрсен ушкăнĕнче абсолютлă чемпионка ятне Кĕçĕн Таяпари шкултан вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Е.Козлова çĕнсе илчĕ. Çак турнирта ял хуçалăх академийĕн студентки, пирĕн ентеш О.Маликова Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Çавăн пекех В.Николаевăна та палăртса хăвармалла _ унăн Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма 2 очко çеç çитмерĕ. Тĕрĕссипе, республикăри кире пуканĕ йăтакансем хушшинче Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă атлетсем ыттисенчен сатур. Акă, Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи шалти ĕçсен училищин курсанчĕ С.Соловьев, пулас офицер, 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 102 хут тĕртсе тĕнче рекордне çĕнетрĕ. Унран ытти юлташĕсем те юлмарĕç. 80 килограмран йывăртарах виçери О.Николаев (Ĕнел) та Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Унăн ентешĕ, Тăрăм ялĕнчи Д.Енедеров та 80 килограмлă виçере спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕ. 75 килограмлă тата чи йывăр виçере А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ атлет, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ В.Семенов палăрчĕ. Курнавăшри А.Григорьев, Çĕнĕ Пăвари Д.Семенов, Елчĕкри А.Павлов, И.Кривов результачĕсем те пысăк. Елчĕк районĕн командин ертỹçи О.Федоров 50 çула çитичченхи ветерансенчен 3-мĕш вырăна тухни те ентешсене савăнтарать. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн хисеплĕ колхозникĕ Н.Яковлев ăнăçлă ăмăртни чăннипех сума çĕклет. Çивĕч кĕрешỹре ял хуçалăх патшалăх академийĕн команди (унта пирĕн енчен тухнă атлетсем чылай) пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăнта _ Елчĕксем. Вĕсенчен каярах Ульяновск облаçĕнчи атлетсем. А.ФЕДОРОВ.