Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă вăхăт ахаль иртмест

09 декабря 2009 г.

 

Акчел ялĕнче пурăнакан кил хуçи хĕрарăмĕсем пенсие тухнă, çĕршывра кризис пулнине пăхмасăр алла усса лармаççĕ. Пурнăç таппипе тан утса пыма хăнăхнăран ялти клуба тухса пĕр-пĕрне хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Патреккелти Т.Захарова библиотекарь та хĕрарăмсен кĕтнĕ хăни. Ялта библиотека çукран вăл клуба çĕнĕ кĕнекесем илсе килет, вĕсемпе паллаштарать. Унччен клубра пĕр кĕнеке те çукчĕ, халĕ вара, кĕнеке вулама юратакансене ăнланса ятарласа кĕтес уçнă. Теприсем килте кĕнекисене те кунта килсе параççĕ. Пурте черетпе вулаççĕ вара.

Иртнĕ мероприятине те Л.Кудрявцева заведующи Т.Захарова библиотекаре чĕнчĕ. Вăл малтанах пухăннисемпе «Пирĕн правасем» викторина ирттерчĕ. В.Московская, Г.Ежова, Т.Указова, И.Плотникова, Л.Кузнецова, М.Романова, Л.Орлова викторинăра питĕ пысăк активлăх кăтартрĕç. Юлашкинчен ял хĕрарăмĕсем чăваш халăхĕн чуна пырса тивекен юррисене шăрантарчĕç. «Пушă вăхăта ахаль ирттерер мар»,– теççĕ ĕçре те, канура та сатур хĕрарăмсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика