Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра – Н.Енилин ĕçĕсем

05 декабря 2009 г.

Куравра – Н.Енилин ĕçĕсем

 

Ÿнер тĕнчи – асамлă тĕнче. Ÿнерçĕ кашни ĕçнех чунне парать, пĕтĕм юратăвне хурать.

Николай Аристархович Енилин çинчен те çавнах калама пулать. Унăн кашни ÿкерчĕкĕнче çав тери илемлĕ туйăм пур. Вăл кĕлеткесене пĕлсе вырнаçтарса танлăх, тĕнчен килĕшĕвне тупма пĕлет. Хăйĕн ĕçĕсенче халăх йăли-йĕркине тĕпе хурать.

Неççе Кули (Н.Е.Енилин) кÿршĕллĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Рункă ялĕнче 70 çул каялла тĕнчене килнĕ. Пирĕн районти Лаш Таяпа шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Ÿнерçĕ пулма ĕмĕтленекен каччă Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен пултаруллă студента институтрах хăварнă. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ÿнерçи, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультечĕн доценчĕ.

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Н.А.Енилин 70 çул тултарнине халалласа “Илемлĕ чăваш тĕнчи” курав уçăлчĕ. Ăна уçма ÿнерçĕ хăй, унăн çывăх юлташĕсем йышлăн килнĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый курава уçнă ятпа саламларĕ, Шупашкар хăнисене ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Курав Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Çĕнĕ çулчченех пырĕ. Килсе курăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика