Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен хÿтлĕхе тивĕç

05 декабря 2009 г.

Ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи хирĕç тăрăва, хуравсăр ыйтусене чылай чух суд анчах татса парать. Ĕçлекенĕн ку чухне хăйĕн ирĕкĕсене хÿтĕлес тĕллевпе тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухма тивет.

«Колос» ЯХПКра К. нумай çул вăй хунă. 1999 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та тăван хуçалăхра ĕçлеме пăрахман. Кăçалхи утă уйăхĕнче вăл ĕç килĕшĕвне пăрахăçлама, юлашки вунă çул хушшинче отпуска каймасăр ĕçленĕшĕн укçан компенсаци пама ыйтса заявлени çырнă. Анчах та ертÿçĕ парăмпа татăлма шутламан, çакна кура К. саккунла ирĕкне хÿтĕлеме ыйтса район судне тавăç тăратнă.

Малалла вара çакă паллă пулнă. Уйăх маларах (çĕртме уйăхĕнче) «Колос» ЯХПКра пуху пулса иртнĕ. Çав пухура пур ĕçчене те ĕçрен хăтарма, çĕнĕ ĕç килĕшĕвĕсем тума йышăннă. Чи кăсăкли вара çакă – К.-на та, хуçалăхри ытти ĕçченсене те пĕрлехи пухăва пухăнасси пирки уведомлени паман. К. ыйтнипе каярах çак пухупа Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕ те кăсăкланнă. Г.Андреев инспектор палăртнă тăрăх, кооператив уставĕнче работниксене ĕçрен хăтарас йĕркене пăхса хăварман, çавна май кооператив членĕсен пĕрлехи пухăвĕн асăннă ыйтăва татса памалли право пулман. Ĕçлев Кодексĕн 77-мĕш статйине пăсни те палăрнă – ĕçченсене мĕншĕн ĕçрен хăтарнин сăлтавне палăртман. Саккуна пăснă çакă тата ытти тĕслĕхсене тĕпе хурса Елчĕк район сучĕ маларах асăннă пухăвăн йышăнăвĕ тĕрĕс пулманнине, К.-на ĕçрен саккунсăр майпа кăларнине палăртнă.

Йĕркене пăснă тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăмасăр иртеймĕн. 2009 çулхи çĕртме уйăхĕнчи кооператив пухăвĕн протоколĕнчен кооператив председателĕ З. пулни паллă. З.-на вара район сучĕ Ĕçлев кодексĕнче палăртнă йĕркесене пăхăнманшăн çак пухуччен маларахах – ака уйăхĕнчех дисквалификациленĕ (айăпа кĕнĕ е япăх ĕçлекен çынна çав ĕçе юрăхсăр тесе йышăнни).

Район сучĕ К.-ăн саккунла ирĕкне хÿтĕлесе çакăн евĕр йышăну кăларнă: ĕçчене усă курман отпусксемшĕн, пурлăх тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кÿнине саплаштармалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика