02 декабря 2009 г.
кĕрешекенсем Аслă Елчĕкри И.Г.Уркин ячĕллĕ спорт залне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Анатолий Патшин воин-интернационалиста асăнса регионсем хушшинчи турнира хутшăннă.
Ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, воин-интернационалистсен районти совечĕн ертÿçи П.Анисимов, «Кĕрешĕвĕн» республикăри федерацийĕн президенчĕ В.Васильев саламланă. Кунта Елчĕксем ăнăçлă ăмăртнă. 15 виçеллĕ категорисенче вĕсем призлă 22 вырăна илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Çĕнĕ Шупашкарпа Тутарстанри Çĕпрел районĕн командисем.