02 декабря 2009 г.
Шупашкарти “Салют” культура çуртĕнче республикăри театрсен тата драма коллективĕсен “Мухтав ахрăмĕ” фестивалĕ вĕçленнĕ. Унта Елчĕкри халăх театрĕ те хутшăнма тивĕç пулнă.
42 халăх театрĕ, 570 яхăн драма коллективĕсен хушшинче А.Толстойăн “Яла таврăнсан” спектакльне лартса (режиссерĕ Н.Ишмуратова) Елчĕкри халăх театрĕ республикăри фестивальтен III степень дипломпа таврăннă. “Чи лайăх арçын ролĕ” номинацире Валерий Архипов, Николай сăнарне выляса, I степень диплома çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех “Таябинка” драма коллективне (руководителĕ Г.Григорьева) фестивале активлă хутшăннăшăн диплом парса чыс тунă.