02 декабря 2009 г.
Чÿк уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи культура пулăмĕсен сеть марафонĕпе килĕшÿллĕн “Прочтениедвижение” литературăпа театр марафонĕ иртнĕ. Çак пысăк пулăмлă акцие культурăпа искусство сферинчи çĕнĕлĕх проекчĕсемшĕн ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕрен йĕркелеме май панă.
“Читаймер запущен” республикăри конкурса та проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Ăна ачасене кĕнеке вулаттарма ытларах явăçтарас, библиотекарьсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелес тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса хуласемпе районсенчи 19 библиотека ĕç тăратнă. Елчĕкри ача-пăча библиотеки (заведующийĕ Л.Кудряшова) конкурсран аякка пăрăнса юлман. Иртнĕ кунсенче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен библиотекинче конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Л.Кудряшова ĕçĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ, дипломпа хаклă приза тивĕçнĕ.