02 декабря 2009 г.
«Улăп» сыватупа физкультура комплексĕнче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Халĕ кунта «Елчĕкри сыр тăвакан завод» ОАО призĕсемшĕн волейболистсен турнирĕ пырать. «Елчĕкри сыр тăвакан завод» ОАОн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, ШĔМĕн районти пайĕн, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн, «Яльчикская» ДПМКн, район сучĕн, «Промсервис» ОАОн, Елчĕк район администрацийĕн командисем тупăшăва тухнă.