28 ноября 2009 г.
Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă тивĕçĕ пулса тăрать. Çапла палăртнă Чăваш Республикин Конституцийĕн 55-мĕш статйинче. Елчĕк район каччисем çар тивĕçне Конституцинче палăртнă пек чыслăн пурнăçланăран çар чаçĕсен командованийĕсем вĕсен ашшĕ-амăшĕсем патне тав çырăвĕсем яни ял-йышшăн çеç мар, пĕтĕм район халăхĕшĕн пысăк мăнаçлăх. Çак кунсенче редакцие ырă хыпарсем çитрĕç. Лаш Таяпари Владимир Васильевичпа Ираида Гурьевна Николаевсем тата Кавалти Геннадий Петровичпа Валентина Михайловна Николаевсем ывăлĕсем Алексей тата Петр тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен тав çырăвĕсем илнĕ. Çырусенче Елчĕк каччисем ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине, ума лартнă тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине хыпарланă, ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн ашшĕ-амăшне пысăк тав сăмахĕ каланă.
Çак статьяна çырнă май салтакран пĕр вăхăталлах ăшă хыпар илнĕ çемьесем пĕр евĕрлĕрех пулни кăштах кăсăклантарчĕ те. Икĕ çемьен те пĕр евĕр хушамат, кĕçĕн ывăлĕсем пĕр çулхисем – 1987 çулта çуралнă. Çемьесем ял çинче, халăх хушшинче ырă ятлă. Вĕсенче виçшер ача, икшер ывăлпа пĕрер хĕр çитĕннĕ.