Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв умĕн – хаклă парне

28 ноября 2009 г.

Уяв умĕн – хаклă парне

Амăшĕн кунĕ умĕн Кармалти Галкинсен çемйине хаклă парне тивĕçрĕ – Чăваш Республикин “Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемье 117,5 тăваткал метрлă çĕнĕ хваттере куçрĕ.

Галкинсен çемйинче 8 ача çитĕнет. Маларах пурăннă çурт тăвăртарах пулнă вĕсемшĕн. Елчĕк ялĕн варринче вырнаçнă çуртра ачасене çитĕнтерме тата воспитани пама пĕтĕм услови пур: пÿлĕмсем пысăк та çутă, вĕсене çут çанталăк газĕпе уйрăм хутса ăшăтмалла тунă, кунтах ванна пÿлĕмĕ, санузел. Стена çинчи обойсем, урайĕнчи линолеум, пластикрен хатĕрленĕ чÿрече рамисем хваттере тата та илем, хăтлăх кÿреççĕ.

Рена Федоровнăпа Вениамин Николаевич Галкинсен йышлă çемйи çĕнĕ çурта пурăнма куçнă май вĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, “Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ” ООО представителĕсем, ытти хăнасемпе тăванĕсем, тус-юлташĕсем саламланă.

Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çуртсемпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Республикин ертÿçисем питĕ пуçаруллă. Кăçал района республика бюджетĕнчен 4111,1 пин тенкĕ куçарнă, вĕсенчен 1500 пин тенки Галкинсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика