Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă спортсмена асăнса

28 ноября 2009 г.

 

Аслă Пăла Тимешĕнче çуралса ÿснĕ Иссак Петрович Портнов йывăр атлетикăра сумлă утăм тунă: СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, нумай çул Чăваш Республикин абсолютлă чемпионĕ, рекордсменĕ пулнă. Шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çапах та паллă спортсмена манмаççĕ ентешĕсем – ăна асăнса çулсеренех йывăр атлетика енĕпе районăн уçă чемпионатне ирттереççĕ. Аслă Пăла Тимешре иртнĕ чемпионатра 8 командăри 76 атлет вăй виçрĕ. Аслă Пăла Тимешри, Елчĕкри, Энтепери, Курнавăшри, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти атлетсем, Патăрьелĕнчи икĕ команда хутшăнма кăмăл тунă чемпионата.

Чи малтанах помост çине 42 кг виçери атлетсем тухнă. Кунта хĕр ачасенчен Л.Иноходова, М.Портнова, арçын ачасенчен П.Портнов палăрнă. Ытти виçесенче хĕрÿ иртнĕ ăмăрту. Шупашкарти В.Ластухин абсолютлă чемпион ята тивĕçсе приза – телевизор çĕнсе илнĕ.

Чемпионата йывăр атлетикăн ветеранĕсем вĕçленĕ. Кивĕ Эйпеçри Ю.Балтаев çĕнтернĕ, DVD-плеера тивĕçнĕ.

Командăсенчен Курнавăшсем, Энтепесемпе Елчĕксем палăрнă.

Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, хаклă призсемпе чысланă. Ăмăрту спонсорĕсем – Исемпелĕнчи С.Чермаков, Аслă Пăла Тимешри В.Викторов, Ю.Александров, И.Портнов тава тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика