Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çинче – кĕрешекенсем

28 ноября 2009 г.

 

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Елчĕк каччине, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă А.Скворцов спортсмена асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Кăçал ăмăртăва хутшăнакан командăсем йышлă пулчĕç. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Кивĕ Эйпеç шкулĕсенчи çамрăк спортсменсем хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый, тĕп специалисчĕсем А.Муллинпа Н.Малышкин саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Чи малтанах кавир çине чи çамрăккисем, пĕчĕк виçери атлетсем тухрĕç. 24 кг çитичченхи виçере А.Шаков (Аслă Елчĕк) финалта А.Александрова (Елчĕк) парăнтарчĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Р.Галошев (Кушкă). Ытти виçесенче палăрнă спортсменсем: 27 кг. 1. Н.Лапшин. 2. П.Галкин (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Э.Галимов (Кушкă). 30 кг. 1. А.Блинов (Кушкă). 2. Д.Александров (Елчĕк). 3. Л.Зайцев (Кушкă). 33 кг. 1. Д.Дергунов. 2. З.Юсупов (Кушкă). 3. О.Новиков (Елчĕк). 36 кг. 1. В.Викторов (Елчĕк). 2. Н.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Д.Антонов (Кушкă). 39 кг. 1. Р.Чернов (Аслă Елчĕк). 2. И.Волков (Елчĕк). 3. П.Ефимов (Курнавăш). 42 кг. 1. Г.Иванов (Кушкă). 2. Н.Изратов (Кивĕ Эйпеç). 3. А.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 42 кг йывăртарах. 1. Е.Изратов (Елчĕк). 2. З.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Г.Зайцев (Кушкă).

Малалла ăмăртăва аслă классенче вĕренекен шкул ачисем тăсрĕç. 1992-1994 çулсенче çуралнă атлетсем 46 кг виçерен пуçларĕç. Кунта республикăри ăмăртусен çĕнтерÿçине Э.Адюкова (Аслă Елчĕк) никам та парăнтараймарĕ. Н.Уразаевпа (Елчĕк) Д.Курчин (Курнавăш) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 50 кг. 1. А.Мольков (Аслă Елчĕк). 2. Р.Галимов. 3. Ф.Жуков (Кушкă). 54 кг. 1. Г.Обручков (Аслă Елчĕк). 2. И.Дергунов (Кушкă). 3. С.Порфирьев (Елчĕк). 58 кг. 1. П.Зайцев. 2. Б.Баскаков. 3. А.Дергунов (Кушкă). 63 кг. 1. Д.Козлов. 2. Э.Дергунов (Кушкă). 3. Н.Портнов (Елчĕк). 69 кг. 1. Н.Борисов. 2. П.Начаров (Аслă Елчĕк). 69 кг йывăртарах. 1. А.Арбузов (Елчĕк). 2. А.Анисимов (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. А.Киселев (Елчĕк).

Кăçалхи ăмăртура командăсенчен Кушкă шкулĕнче пĕлÿ пухакансем çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç, хаклă парнене – магнитофона çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем. Уйрăм виçесенче çĕнтернĕ атлетсене дипломсемпе призсем парса чысларĕç.

Ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподаватель-тренерĕсене, А.Скворцовăн ашшĕ-амăшне тав тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика