Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр сĕннĕ пек сипленĕр

28 ноября 2009 г.

 

Грипăн тĕрлĕ тĕсĕн, çав шутра А(Н1N1) пуçламăш паллисем çаксем: сив чир ярса илет, ÿслĕк пуçланать, пыр ыратма тытăнать, сăмса питĕрĕнсе ларать е сунас ерет, шăм-шак, пуç ыратать, шăнтса пăрахать, ал-ура тĕртĕмĕ сурать. Çапах та А(Н1N1) палăрăмĕсем сезон вăхăтĕнчи гриппа танлаштарсан йывăртарах та килме пултараççĕ. Кун пек чух антăхса каймалла ÿсĕрнĕ хыççăн тухакан лăймака юнлă пулать, хăстарать, вар витти пуçланать.

Ыттисемшĕн те канăçсăрланăр

Чирлесе ÿкрĕр тĕк килтен ан тухăр, хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Çийĕнчех тухтăра чĕнсе илĕр те вăл хушнине çирĕп пăхăнăр. Амак ярса илсен ĕçе, шкула çÿреме юрамасть – хăвăра та, ыттисене те теветкеллĕх кÿретĕр. Çынсемпе, уйрăмах иммунитет тĕлĕшĕнчен хавшаккисемпе, хутшăнмалла мар: чир ертетĕр те вĕсем ăна йывăррăн чăтса ирттереççĕ.

Вăраха кайнă чирпе (астмăпа, диабетпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе, самăрлăхпа) аптракан аслă ăру çыннисем (65 çултан аслисем), çире пур хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем (2 çула çитменнисем) тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă пулăр.

Пÿлĕмре пĕччен мар тăк вируса сарăлма парас мар тесе çăварпа сăмсана маскăпа хупласа çÿрĕр. Грипăн йывăр формипе чирлес хăрушлăх пысăк çынсемпе хутшăннă чух çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Пĕр-пĕрне саламланă май ыталашма, алă пама тата чуп тума ан васкăр. Ÿсĕрнĕ тата сунасланă чух сăмсапа çăвара пĕр хут усă курмалли тутăрпа хупламалла та хыççăн ăна çийĕнчех ятарлă контейнера пăрахмалла.

Алăна тăтăшах супăньпе çумалла е ятарлă гельпе сăтăрмалла.

Шĕвек ытти чухнехинчен ытларах ĕçмелле, палăртнă йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Сывлăш пÿлĕнсен, сывлама йывăрлансан, кăкăр тĕлĕнче ыратма тытăнсан, тута хĕрри кăвакарсан, лăймака юнлă пулсан, хăсăк килсен тата вар витти нушалантарсан, пуç çаврăнма тытăнсан тÿрех тухтăра чĕнсе илмелле.

Чир паллисем вăйлах палăрма тытăнсан сире медицинăн васкавлă пулăшăвĕ кирлĕ пулать, тен, стационара вырттарма та тивĕ.

Енчен те килте чирлĕ çынна пăхатăр тăк хăвăра тата пĕрле пурăнакансене сыхлăр: вирус сарăласран маска тăхăнăр.

“Сысна” грипĕ Чăваш Ене те çитнĕ

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ грипп тата ОРВИ тĕлĕшпе эпидемиологи лару-тăрăвне тĕрĕслесех тăрать. Шупашкартипе уйрăмах кăсăкланать. Сăлтавсăр мар: тĕп хулара халăх йышĕ ялтинчен вун-вун хут пысăкрах тата çынсен хушшинчи хутшăнусем те кунта ытларах.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче унта ОРВИ тата грипп ернĕ 8858 тĕслĕх тупнă. Урăхла каласан чир кăтартăвĕ 10 пин çын пуçне 1952,5-пе танлашать е малтанхи эрнеринчен – 1,9, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 3,3 хут пысăкрах. Гриппа 77 çын чирленĕ, вĕсенчен пĕри – 14 çула çитмен çамрăк. ОРВИпе аптракансен хушшинче 17 çула çитмен ачасем 67,4 процент (малтанхи эрнере – 71,3 процент). 2 çулчченхи пепкесем ОРВИпе чирлесси 10 пин çын пуçне – 696,7, 3-6 çултисен – 686,2, 7-14 çултисен 900,9 тивет. Чирленин кăтартăвĕсем асăннă виçĕ ушкăнра та пысăкрах: иртнĕ эрнеринчен 43,1 процент, 1,7 хут тата 2,2 хут ÿснĕ.

Çак тапхăрта хулари сиплевпе профилактика учрежденийĕсене гриппа тата ОРВИпе чирлĕ 182 çынна вырттарнă, çавсен 41,2 проценчĕ – 2 çулчченхи пепкесем.

Гриппа ОРВИе этиологи тĕлĕшĕнчен уçăмлатас тĕллевпе 2008 çулхи авăн уйăхĕн 1 – 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕсенче 668 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 271-ĕшĕнне (40,6 процент) ОРВИ пуçаракан вирус тупнă.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче чирлĕ 30 çынна ИФА мелĕпе тĕпченĕ, виççĕшĕн антиген (А(Н1N1) – 1, А(Н3N2) – 1 тата парагрипп 3 – 1) пуçаракан вирус пурри палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика