Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем вăй илеççĕ

28 ноября 2009 г.

 

Чăваш Ен Президенчĕ «Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен» Указне пурнăçласа хамăр патăмăрта тĕслĕх клубĕ уçнăранпа сисĕнмесĕрех виçĕ уйăх çитрĕ. Çак тапхăрта ял халăхĕ клуба ытларах çÿреме пуçлани сисĕнчĕ. «Пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ темăсене сÿтсе яватпăр, ĕлĕкхи йăла-йĕркесене манăçа кăларас мар тесе çамрăксене вĕрентетпĕр»,– теççĕ нумаях пулмасть çеç пенсие тухнă хĕрарăмсем. Вĕсем эрнере пĕрре ветерансен кружокне çÿреççĕ. С.Миллина, А.Доброхотова, Е.Соловьева, В.Маркова – кружокăн активлă членĕсем. Хор ветеранĕсем унчченех кунта хăтлăх тупнăччĕ-ха, халĕ вĕсен йышĕ хушăнчĕ.

Юлашки уйăхсенче драма кружокне кăмăллакансем ÿсни савăнтарать. Кулăшла сценкăсем лартатпăр. Елчĕксен «Туй кукăлĕ» спектакльне куракансем хапăл туса йышăнчĕç.

Ял халăхне культурăллă канма условисем çителĕклĕ кунта. Теприсем ятарласа çĕнелсе илемленнĕ клуба курма килеççĕ. Ыранхи уява – Амăшĕн кунне те чаплă лару-тăрура паллă тăвасшăн. Зал пушă пулмасса шанас килет. Иртнинче, акă, кĕрхи бал ирттертĕмĕр. Салтак ачине ăсатассине те йĕркелерĕмĕр. М.Сядукова çара ăсатни ял халăхĕн асĕнчен часах тухмĕ.

Г.Борисов ертсе пыракан эстрада юррисене юратакансен клубĕ те ăнăçлă ĕçлет. Шкул ачисем хитре юрлама вĕренеççĕ унта. Р.Карсакова, А.Карсакова – клубăн çепĕç шăпчăкĕсем.

Çывăх вăхăтра ташă кружокне те йĕркелесе ярас шухăш пысăк.

Клубри стендсене çĕнетсех пыратпăр. Çитес çул – Учитель çулталăкĕ. Çавна май вĕрентекен ячĕпе ятарлă стенд йĕркелетпĕр. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа тепĕр пысăк стенд тума пуçланă.

Хамăр ĕçре тăтăшах çĕнĕ-лĕхсем шыратпăр, ял çыннисене клуба йыхравлатпăр. Килте ларса пурнăçа ирттерер мар, хамăра интереслентерекен кружоксене çÿресе пушă вăхăтра культурăллă канар. Ĕçлес кăмăл вара пирĕн, культработниксен, иксĕлми.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика