Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ квартал итогне пĕтĕмлетрĕç

28 ноября 2009 г.

 

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна Депутатсен пухăвĕн ертÿçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Ларăва çавăн пекех район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн 9 уйăхри итогĕсем çинчен райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Л.Дмитриева сăмах илчĕ. 9 уйăхра промышленность предприятийĕсем 87266,7 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 118,8 процентпа танлашать. Тĕп капитала аталантарма пĕтĕм çăл куçсенчен уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 152,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Виçĕ кварталта ял хуçалăхĕнче продукци туса кăларасси ÿснĕ. Пысăк тата вăтам предприятисенче уйăхри вăтам ĕç укçи 8506,4 тенкĕпе (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 19,7 процент ытларах) танлашнă.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине ăнăçлă аталанма пулăшакан организацисен списокне тăватă пысăк предприятие кĕртнĕ. «Яманчÿрел сельхозхимийĕ» патшалăх унитарлă предприяти тăхăр уйăхра 7,455 миллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, тупăшĕ 890,0 пин тенкĕпе танлашнă (иртнĕ çул 2455,0 пин тенкĕ). «Елчĕкри сыр тăвакан завод» ОАО кăçалхи 3 кварталта 25,71 миллион тенкĕлĕх (иртнĕ çулхинчен 88,2 процент нумайрах) продукци туса илнĕ, тупăш пайĕ – 161,0 пин тенкĕ. Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем «Прогресс» тата «Комбайн» районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Тăхăр уйăхра ваккăн суту-илÿ тăвакан тавар çаврăнăшĕ 387,2 миллион тенкĕпе (иртнĕ çулхинчен 175 процент) танлашнă. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 757 субъекчĕ шутланать, çав шутран 118 пĕчĕк тата вăтам предприяти, пурĕ 639 уйрăм предприниматель.

Докладчик экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ, унăн малашнехи аталанăвĕн тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Елчĕк районĕн 2009 çулхи 9 уйăхри бюджетне мĕнле пурнăçланипе райадминистрацин финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова паллаштарчĕ. Район бюджечĕн тупăшсен пайĕ 231,0 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă çулталăкри планăн 73,3 проценчĕ. Налуксенчен тата налук шутне кĕмен тÿлевсем 27 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен уйăрнă тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 197 миллион тенкĕпе танлашнă, предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕнчен кĕнĕ пайта 7 миллион тенкĕ. Бюджетăн тăкаксен пайĕ 220,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Галина Владимировна районти кашни отрасль мĕнле ĕçлени, тĕллевлĕ укçа-тенке мĕнле тăкаклани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Депутатсем районăн 2010 çулхи бюджетне йышăнчĕç. Бюджетăн тупăшсен пайне 220,2 миллион тенкĕпе, тăкаксен пайне 220,9 миллион тенкĕпе пăхса хăварчĕç. Бюджет дефицичĕ 700 пин тенкĕпе танлашĕ.

Тĕп ыйтусен шутĕнче çавăн пекех 2010 çулта Елчĕк районĕн территорийĕнче çĕрпе усă курнăшăн тÿлемелли аренда калăпăшне, 2010 çулта аренда тÿлевне палăртнă чух вырăнти бюджета кĕрекен тÿрлетмелли тупăш коэффициентне çирĕплетесси пулчĕ. Кунтах 2010 çулхи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз çинче чарăнса тăчĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика