25 ноября 2009 г.
Вăхăт таппи пĕрре те чарăнмасть, шăвать те шăвать. Кунсем, çулсем, ĕмĕрсем иртеççĕ. Пĕр ăру вырăнне тепĕр ăру килет.
Пурăнан пурнăçра темле самана та пулса иртет. Кашни саманан тĕп шухăшĕсем, тĕп паллисем пур. Кашни саманан хăйĕн çыннисем. Пĕрисен ячĕсем ĕмĕрлĕх халăх асĕнче тăрса юлаççĕ. Теприсен вилнĕ хыççăнах манăçа тухаççĕ.
Пирĕн, çамрăксен, тăван халăхăмăрăн кун-çулĕпе кăсăклансах тăмалла. Хамăр халăх историпе йăли-йĕркине пĕлмесен, ăна тĕпчемесен аван мар. Паллах, эпир пурне те пĕлме пултараймастпăр. Хăш-пĕр паллăрах тапхăрсене, вăл вăхăтра пурăннă çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкерни пархатарлă пулĕ. Çак шухăша Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртнă: “Хамăр тымарсене пĕлмесĕр, историе тишкермесĕр хальхи пурнăçа тытса пыма тата пуласлăха тишкерме май çук...”
Кукамай мана маларах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ ентешĕмĕр Исаак Михайлович Горбунов пирки каласа кăтартнăччĕ. Çакăн евĕр çын пирĕн ялта çуралса ÿсни мана пĕрре кăсăклантарчĕ, тепре тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн шкулта краеведени музейĕ пур, анчах унта Исаак Михайлович Горбунов çинчен нимĕнле материал та çукки пăшăрхантарчĕ, тĕплĕнрех тĕпчеме хистерĕ. 2007 çулта тухнă “Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕ» мана малалла ĕçлеме çул уçса пачĕ. Унта К.Леонтьева тавра пĕлÿçĕ И.Горбунов пирки кĕскен çырса кăтартнă. Вара эпĕ Елчĕкре пурăнакан Клавдия Михайловнăпа (хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура вăл) çыхăнтăм. Çакăн хыççăн ентешĕмĕр çинчен материалсем пуçтарма тытăнтăм. Исаак Михайлович Горбунов ĕçленĕ Рунга ялĕнче пулса куртăм, Пăва хулинчи архивра та шыраса пăхрăм. Ял çыннисем аса илнисене çыра-çыра илтĕм.
Исаак Михайлович Горбунов (Михайлов) 1893 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Теччĕ уесĕнчи Вăрăмхăва ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Михаля, вăл вăхăтра тăн-тăн пурăнакан çемье пуçĕ пулнă. Ялта вĕсене “Пуян Михалясем” тенĕ. Ун чухне чылай хресченшĕн пурнăç йывăр пулнă пулин те, Исаак ытлă-çитлĕ çемьере ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна пĕчĕкренех тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтарнă, ăслă-тăнлă çын пулса çитĕнтĕр тесе вĕрентме тăрăшнă.
Малтанах Исаак тăван ялти прихут шкулне çÿренĕ. 1907 çулта Кĕçĕн Елчĕкри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. Çав çулах Исаак Михайлович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕренекенĕ пулса тăрать. Паллах, çак шкулта вĕренни уншăн ăнăçлă пулса тухать. Ăслă-тăнлă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче пĕлÿ пухать вăл.
“Унта эпĕ Ф.П.Павловпа, С.М.Максимовпа пĕрле вĕрентĕм. Кашни çул çурла уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче атте мана Чĕмпĕре леçетчĕ. Раштав каникулĕсенче вара илме пыратчĕ. Шăнкăравлă лаша епле илемлĕн юртни халĕ те куç умĕнче.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çулсенче эпĕ К.Ивановпа, П.Пазухинпа паллашрăм. Вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ те туслăччĕ. П.Пазухин сĕрме купăс калама ăстаччĕ. Астăватăп, пĕррехинче çапла вĕсем пирĕн пÿлĕме кĕрсе ларчĕç та манран Хырла тăрăхĕнчи Шăмалак, Яманчÿрел, Мăкăр, Рункă, Кипекасси, Тинкеш, Альших ялĕсенче илтнĕ юрăсене юрласа пама ыйтрĕç. Ку ялсем пурте пирĕн тавралла, вĕсен юррисене эпĕ нумай илтнĕ. К.Ивановпа П.Пазухина, вăтана-вăтанах, ак çак юрра юрласа патăм:
Улма юпи – ут юпи те,
Улма юпи – ут юпи,
И яй-ю, и яй-ю,
Ут кăкарсан илемлĕ.
Аслă çерем варрине те,
Аслă çерем варрине,
И яй-ю, и яй-ю,
Хĕр пухăнсан илемлĕ.
Аслă улăхри вир кĕпçи –
Ик сыпăка çитнĕ ĕнтĕ.
Виç сыпăка çитсессĕн –
Кĕпçе халлĕн ларас тет.
Леш кассенĕн хĕрĕсем
Вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ.
Хĕрĕх çула çитсессĕн –
Хĕр халлĕнех ларас тет.
Вĕсем ăна çырса илчĕç. Шкулта вĕренекенсемпе ялан çывăх пулма тăрăшатчĕç хăйсем”, – аса илнĕ вăл каярахпа.
Çул хыççăн çул иртет. Часах шкулпа сыв пуллашмалли вăхăт та çитет. Иван Яковлевич вĕренсе тухакансене пехил сăмахĕ калать: “Эсир – ялта пĕрремĕш çынсем. Йывăçа çимĕçне кура, çынна ăсне кура хаклаççĕ. Çĕре юратăр. Вăл мĕн пама пултарнине ăспа илме тăрăшăр. Эпир сире улпут пулма вĕрентмен, ĕçчен çын пулма вĕрентнĕ. Эпĕ ĕнтĕ пурне те пĕлеп тесе ан мухтанăр. Яланах вĕренĕр. Сахал калаçăр, нумай ĕçлĕр. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăварăр. Пурнăçра пур чухне те ăнăçлăх пулмасть, çапах пуçăра ан усăр. Хăвăр ĕçе юратрăр пулсан, уншăн харсăр та хăюллă пулма тăрăшăр. Сирĕн умăрта тĕллев пур. Шанчăкăрпа ĕмĕтĕр юнашар пулччăр. Çавăншăн вăй хурса кĕрешсен кăна хăвăр телейĕре тупăр”.
Çак пиле Исаак Михайлович нихăçан та манса кайман. Тĕрлĕ шкулсенче ĕçлесе пурăннă, ачасене пĕлÿ панă, яла таврăнсан та хăйĕн ĕçченлĕхĕпе çынсене тĕлĕнтернĕ. Кунĕн-çĕрĕн хăйĕн садĕнче вăй хунă, тĕрлĕ сортлă улмуççисемпе çырла йывăççисем çитĕнтернĕ, пысăк тухăç туса илнĕ. Садра ĕçлеме çынсем те пулăшнă, мĕншĕн тесен хăйсем кăна ун чухлĕ улма-çырла татса-пуçтарса кĕртеймен.
Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсен Исаак Михайлович Горбунов 1911-1914 çулсенче Хыгран уесĕнчи Аслă Саян ялĕнче учитель пулса ĕçленĕ.
1914 çулта империалистсем вăрçă пуçарса янă. Хура халăхăн пурнăçĕ татах йывăрланнă. Патша чиновникĕсем халăхăн юлашки тыррине, лашисене, выльăх-чĕрлĕхне фронт валли пухнă. Хресченсен хуçалăхĕсем çуррине яхăн лашасăр тăрса юлнă. Чухăнсем хăйсен анисене сухалама, тыр-пул акса хăварма пултарайман. Вăрçă хуçалăха юхăнтарса янă. Çынсем вăрçа курайми пулса çитнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă салтаксем фронтри йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартнă.
1914 çулхи чÿк уйăхĕнче Теччĕ уесĕнчи çар комиссариачĕ Исаак Михайловича салтака илнĕ. Çак вăрçăра Исаак Михайлович йывăр аманнă. 1918 çулта вăл килне таврăннă. Çапăçура пулнă салтак çак вăрçăн тĕп тĕллевне лайăх ăнланнă. Вăрçă пуян çынсемшĕн çеç усăллă пулнине чĕрипе туйса илнĕ.
Демобилизаци хыççăн Исаак Михайлович Тургай облаçĕнчи Кустанай хулинче “Закупсбыт” кооператив пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра граждан вăрçи кĕрленĕ ĕнтĕ. Питĕ лайăх хĕç-пăшалланнă чехословаксемпе шурă гвардеецсем Вăтам Атăл тăрăхĕнчен пуçласа Владивосток таран тем пысăкăш территори ярса илнĕ. Мускав çине тапăнса пыма пуçланă. Çулла вĕсем Чĕмпĕре, унтан Хусана туртса илнĕ. Кĕçех халĕ Чăваш Республикине кĕрекен кăнтăр тата хĕвел тухăç районĕсенче Хĕрлĕ Çарпа шурă гвардеецсем хушшинче хаяр çапăçусем пуçланнă.
1919 çулхи çуркунне Исаак Михайлович Горбунов Колчак çарне лекнĕ. Унта вăл 5 уйăх службăра тăнă. Анчах Колчак наступленине кĕçех чарса лартнă. 1919 çулхи июль вĕçĕнче унăн çарне Урал леш енне хăваласа янă. Исаак Михайлович та пĕр вăхăт тарса çÿренĕ. 1920 çулхи март уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе хĕрлисен енне куçнă. Ун хыççăн Туркестан фронтĕнче 526 стрелковăй полкра басмачсене хирĕç çапăçнă. Разведкăна çÿрекен утлă çар командин начальникне 1922 çулта демобилизациленĕ. Кĕçех вăл маляри чирĕпе аптраса ÿкет, анчах та чире çĕнтерет. Вара каллех ачасене вĕрентес ĕçе пуçăнать. 1925 çултан пуçласа 1930 çулччен Яманчÿрелти пуçламăш шкулта вăй хурать. 1931 çулта Мускавра, партин аслă шкулĕнче вĕренет. 1933 çулта Тутар Республикине кĕрекен Рунга ялĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать. Ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет, завуч пулса ĕçлет. Кунта нумаях ĕçлеймест, 1937 çулта ăна Кушникри шкула куçараççĕ.
Анчах 1937 çулта ăна Тутар Республикин сучĕ Колчак çарĕнче службăра тăнăшăн вунă çуллăха тĕрмене хупать. Паллах, çак çулсем йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Чылай çул иртсен тин тăван ялне таврăнать. Хăйĕн хуçалăхĕнче пысăк сад, хурт-хăмăр ĕрчетет, суту-илÿ тăвать.
Чăваш Республикин сучĕ Исаак Михайлович Горбунова 1956 çулта реабилитацилет.
Исаак Михайловича ялта лайăх астăваççĕ. Унпа пĕр тăванĕн хĕрĕ Вера Щербакова çапла аса илет: “Вĕсем ял çыннисемпе питех хутшăнман, колхоза кĕлте çыхнă, капан тунă вăхăтра кăна тухнă, ытти чух ĕçе çÿремен. Килĕнче вара çĕрĕн-кунĕн тăрмашнă. Сачĕ çур пахча йышăннă, унта вĕлле хурчĕсем питĕ нумай пулнă. Исаак Михайлович яланах шурă халатпа çÿренĕ, пуçне хуртсем патне тухмалли сетка тăхăннă.
Урамра ăнсăртран тĕл пулсан сăмах вакласа тăман, аллине çĕклесе кăна сывлăх сунса иртнĕ. Тăххăрăн ÿснĕ вĕсем: çичĕ арçын ача, икĕ хĕр ача. Ашшĕпе амăшĕ лайăх пурăннă, мĕншĕн тесен вĕсем сакăр ят çĕрĕпе усă курнă (ун чухне ывăлсене кăна çĕр панă-çке, хĕр çуралсан паман). Çапла çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе çĕкленсе кайнă, пуян пурăнма пуçланă. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.
Çитĕнсе çитсен хăй пекех ĕçчен те пултаруллă хĕре качча илнĕ. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ: пĕр ывăлпа икĕ хĕр. Ачисем пурте вĕренсе тухнă. Ывăлĕ – инженер. Мускавра пурăнать. Хĕрĕсем Елчĕкре пурăннă, халĕ иккĕшĕ те çук ĕнтĕ, вилнĕ. Хĕрĕн хĕрĕ Эстонире пурăнать. Хальхи вăхăтра кукашшĕн пурнăçĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленни паллă.
Вĕсен виçĕ пÿрт пулнă. Картиш тăррине те тимĕр витнĕ. Унта çумăр та, юр та кĕмен. Кил картишĕ ялан таса та тирпейлĕ тăнă. Çуллахи вăхăтра чей ĕçмешкĕн пахчара терраса туса хунăччĕ.
И.Горбунов пĕр вăхăтра Тутар Республикине кĕрекен Кушник ялĕнче шкулта ачасене вĕрентрĕ. Унта пысăк чиркÿ те пурччĕ. Мана час-часах çавăнта илсе каятчĕ. Инке пачăшкă япалисене çуса тăратчĕ (ăна çума пурне те шанмаççĕ, пачăшкă тăхăнакан япаласене çума çăмăл мар). Куккана вара кашни вырсарни кун юрлама илсе кайнă (унăн сасси çав тери уçăччĕ).
Кушникре нумай ĕçлеймерĕ кукка. Вăл вăхăтри шкул директорĕ элек панипе тĕрмене тытса хупрĕç. Çакăн пек синкерлĕ пурнăç килсе тухрĕ куккан. Кашни çур уйăхра инке тĕрмене кукка патне апат-çимĕç, тăхăнмалли япаласем илсе каятчĕ: шартлама сивĕре те, çумăрлă кунсенче те. Çанталăкне пăхса тăман ĕнтĕ. Тен, çавă та куккана вăйран каясран пулăшса пынă пуль. “Яла килсе вилтĕр тесе Турăран ыйтрăм”, – тетчĕ инке.
Исаак Михайлович тĕрмерен таврăнсан ялта пурăнма пуçларĕ. Ялти шкулта ачасене те вĕрентрĕ, лавккара та ĕçлерĕ. Çав тери пысăк сад ĕрчетрĕ. Садра сакăр вун виçĕ улмуççиччĕ, слива, чие йывăççисем нумайччĕ. Вĕсене шăварма урамран шыв туртатчĕ вара. Миçе çĕр витре шыв кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Пĕр минут та ĕçсĕр лармастчĕ çав. Улмуççисем ÿсерехпе вĕлле хурчĕсене ĕрчетме пуçларĕ. Миçе вĕллеччĕ-ши; Шучĕ те çук. Юнашар тем пысăкăш омшаник туса хунăччĕ. Паллах, кун пек садран куккасем пысăк тухăç илнĕ. Пахчара ĕçлеме эпир те, кÿршĕсем те пулăшма килнĕ. Тутар арăмĕсем миххи-миххипе пан улми татса каятчĕç. Эх, мĕнле тутлăччĕ вĕсем. Хĕллехи вăхăтра кукка çунапа пыл сутма çÿренĕ. Çуран тухса утатчĕ. Çуркунне садри çамрăк хунавсене кăларса сутатчĕ.
Садне улма-çырла вăрлама час-часах кĕретчĕç. “Татах тустарса тухса кайнă!” – вăрçа-вăрçа калатчĕ инке. “Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ача-пăча çимĕçĕ вĕт”, – тетчĕ кукка. Нихăçан та сассине хăпартмастчĕ. Никама та хурласа, тиркесе калаçмастчĕ. Ыттисем калаçнине илтсен те чаратчĕ. Вăл çав тери чăтăмлă çынччĕ. Пурнăçĕ те ăна вăйлă туптанă. Мăшăрĕпе те нихăçан та вăрçăнман. Инке хăш-пĕр чухне тулхăрса илсен те кукка лăпкăн кăна: “Пĕтрĕ-и-ха, пĕтрĕ-и-ха;” – тесе тăратчĕ. Питĕ йĕркеллĕ, ăслă, культурăллă çынччĕ. Уявсем сайра кăна пулнă. Пысăк ĕçкĕсене çÿремен. Эрехпе иртĕхмен, пирус туртман вăл. Пĕтĕмпе тăватă киле ĕçке кайнă. Тăватă мăшăра пуçтарса хăна тунă килĕнче. Ытлашши нумай çынна юратман. Тирпейлĕ кăна ĕçсе çинĕ. Вĕсен килне ĕçкĕ вăхăтĕнче ача-пăчана илсе килмелле пулман (тĕрĕс те тунă). Хăйсем те ачисене ĕçке илсе çÿремен. Юрлама юрататчĕ вара кукка. Сасси хитреччĕ. Ак çак юрă йĕркисем аса килчĕç:
Ылтăнах та çĕрĕ, кĕмĕл
куç,
Унăн куçне нихăçан та тар
пусмасть.
Ыр çын ывăлĕ пысăк
пулмасть,
Кирек ăçта кайсан та хур
курмасть.
Нумаях пурăнаймарĕ çав. Вăйсăрланса çитсен чылай вăхăт выртрĕ (хăй нумай пурăнмалли çынччĕ, тĕрме сывлăхне пĕтерчĕ). Инке ăна çав тери лайăх пăхрĕ. Кашни эрнере мунча хутса кĕртеттĕмĕр, хăй питĕ тирпейлĕхе, тасалăха юрататчĕ. Ун çинче нихăçан та хура япала курман.
Юлашки эрнинче вара хам пĕчченех куккана мунчана çĕклесе кайрăм. Ун чухне вăл типсе, начарлансах кайнăччĕ ĕнтĕ. Лайăх калаçса, ăнĕпех вилчĕ, ăсне çухатмарĕ. Вилес умĕн вырăсла: “Вера, живи”, – тесе хăварчĕ мана. Пурăнатăп-ха акă, кĕçех сакăр вуннă тултаратăп. Çапла çав, нумай нуша курчĕ кукка. Самани йывăр пулчĕ”.
Манăн кукамай, Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакан Антонина Николаевна Карамаликова ĕлĕкхи вăхăта çапла аса илет:
– Эпĕ ун чухне 12-13 çултаччĕ. Исаак куккасем хăйсем хăнана кайнă вăхăтра мана улаха хăваратчĕç. Унăн арăмĕ, манăн инке, Аслă Пăла Тимеш хĕрĕ пулнă. Çавăнпа та вĕсем пысăк праçниксенче тăванĕсем патне хăнана ик-виçĕ кунлăха каятчĕç. Хыçлă çуна çине арăмне шăнасран лайăх чĕркесе лартатчĕ те, лашапа вăрăм çула тухса каятчĕç. Эпĕ, вара, çамрăкскер, кил сыхлама юлаттăм.
Куккасен ялта пĕртен-пĕр чаплă çуртчĕ. Шултăра пĕренерен купаланăскерччĕ, сап-сарăччĕ. Шалтан вара аванах пысăкчĕ. Икĕ пÿлĕмлĕччĕ. Малти пÿлĕме кĕмелли алăк икĕ еннелле уçăлатчĕ. Çÿллĕ купаласа хунă вырăнсем çинче пысăк та çемçе минтерсемччĕ, вĕсем шап-шуррăн, кăваккăн курăнатчĕç. Стена çумĕнче диванпа креслосемччĕ (вăл вăхăтра çакăн пек пурăнакансем урăх çукчĕ пирĕн ялта). Темле асамлă тасалăх хуçаланатчĕ вĕсен килĕнче.
Асанне вĕрентсе каланисем паянхи кун та асрах-ха. Улаха каяс умĕн: “Асту, шанчăкран ан тух, тирпейлĕ пул, килнĕ çĕре урайне çуса тух”, – тетчĕ. Эпĕ вара пĕр ÿкренмесĕрех Исаак куккасем таврăннă çĕре пĕтĕмпех тирпейлесе, тасатса тухаттăм (куккан йăли çаплаччĕ: килсенех алăка икĕ еннелле уçса яратчĕ те малти пÿлĕме куçĕпе пăхса çаврăнатчĕ).
Выльăх-чĕрлĕх аванах усратчĕç вĕсем. Вĕсене те тăрăшсах пăхаттăм.
Улах хĕрĕ валли яланах тутлă çимĕçсем хатĕрлесе хăваратчĕç: шап-шурă кулачă, пыл, какай. Анчах та эпĕ вĕсене Исаак куккапа инке хăнаран таврăнмасăр та тĕкĕнместĕмччĕ. Мана килтех асанне асăрхаттарса яратчĕ: “Пуян хытă пулать вăл, апачĕсене ан тыт, киле килсе çисе кай”, – тетчĕ. Хăнаран вĕсем кучченеçсĕр килмен, киле парса яратчĕç вара.
Мана уйрăмах куккапа инке пĕр-пĕринпе мĕнле хутшăнни тĕлĕнтеретчĕ. Хисепленĕ пуль кукка арăмне, «Ирина Леонтьевна» тесе чĕнетчĕ, инке вара – “Исаак Михайлович”. Тен, ун чухне пуянсен йăли-йĕрки çапла пулнă.
Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Эпир те ватăлтăмăр ĕнтĕ. Ырă çынсен ячĕсем çĕр çинчен каймаççĕ, теççĕ. Çапла аса илни, вĕсен пурнăçĕпе интересленни шăп та лăп ĕнтĕ куккан ячĕ каялла таврăнмалли вăхăт çитнине пĕлтерет пуль çав.