Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк автостанцирен – “Автотур-Бизнесцентра”

25 ноября 2009 г.

 

Автовокзал хула е район центрĕн сăн-сăпатне кăтартакан вырăнсенчен пĕри пулса тăрать. Килен-каян пассажир унăн çуртне, хăтлăхне, тирпей-илемне кура район центрне хаклать. Малашне Елчĕксен ку тĕлĕшпе пите хĕретме тивмĕ. Кĕске вăхăтра Елчĕкри автовокзал тĕпрен улшăнса çĕнелчĕ. Унăн ячĕ те улшăнчĕ. Халĕ вăл ахаль автовокзал çеç мар, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен “Автотур-Бизнесцентр”.

Шамат кун Елчĕкре çĕнелнĕ автовокзала – “Автотур-Бизнесцентра” савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕр этажлă автовокзал çуртĕнчен 7 уйăхра виçĕ хутлă “Автотур-Бизнесцентр” туса лартма пултарнă “АвтоВас” акционерсен уçă обществин ĕçне пысăк хак пачĕ, унăн генеральнăй директорне В.Палеева Елчĕксене çакăн пек пысăк парне хатĕрлесе панăшăн чĕререн тав турĕ.

“Автотур-Бизнесцентра” АвтоВас ОАО хуçалăх меслечĕпе тунă. Строительство ĕçĕсене тĕрлĕ организацисене, уйрăм бригадăсене явăçтарнă. Акă, аслăлатнă çуртăн никĕсне “Жилкомплектстрой” ООО хывнă. Стенисене хăпартма, штукатур ĕçĕсене пурнăçлама Елчĕк районĕн- чи строительсене явăçтарнă.

Район пуçлăхĕ Н.Миллин “Автотур-Бизнесцентра” ĕçе кĕртессинче палăрнă строительсене – Д.Илюхин прораба, платниксен бригадирне А.Смирнова, малярсен бригадирне З.Капсуловăна, З.Петрушкина штукатур-маляра Тав хучĕсем парса чыс турĕ.

“АвтоВАС” ОАО генеральнăй директорĕ В.Палеев “Автотур-Бизнесцентр” хăйĕн малтанхи тĕллевне – пассажирсем илсе çÿрессине çухатманнине палăртрĕ. Халĕ кунта автобуссем 18 маршрутпа çула тухаççĕ, вĕсенчен виççĕшĕ – хуласем хушшинчи линисем. Автобуссем куллен 70 рейс тăваççĕ, 500 ытларах пассажира турттараççĕ. Çав вăхăтрах пассажирсене паракан çăмăллăхсем, пулăшусем анлăланнă. Реконструкциленĕ çуртра суту-илÿ павильонĕсем, парикмахерски, буфет, аптека киоскĕ, сотовой телефон çине укçа хумалли пункт, кĕскен каласан Елчĕкре пурăнакансене кăна мар, пассажирсене автобус кĕтсе ларнă вăхăтра памалли çăмăллăхсем, туалет таранах пур. Автовокзала реконструкци тума «АвтоВАС» ОАО 25 миллион тенкĕ тăкакланă.

«АвтоВАС» ОАО генеральнăй директорĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Бодрова “Автотур-Бизнесцентр” директорне С.Лебедевăна символ уççине пачĕ. Реконструкци тунă çуртăн хĕрлĕ хăйăвне Н.Миллин тата В.Палеев касаççĕ, пассажирсене, ял çыннисене çутă та хăтлă çурта кĕрсе курма чĕнеççĕ.

Кĕçех çĕнелнĕ автовокзалтан черетлĕ автобус çула тухать. Ю.Жирнов водитель «Елчĕк – Питтĕпел» маршрутпа пассажирсене илсе каять. Эпир вара “Автотур-Бизнесцентрпа” паллашатпăр. Пĕрремĕш этаж пĕтĕмпех пассажирсем валли: билет сутакан касса, пассажирсем кĕтсе лармалли зал, аптека киоскĕ тата ытти те. Иккĕмĕш хутри буфетра З.Плахова сутуçă килен-каяна вĕри чей, кофе, пылак шывсем, тĕрлĕ апат-çимĕç сĕнет. Çак этажрах суту-илÿ точкисем ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш хутра администраци тата офис пÿлĕмĕсем. Кунтах парикмахерски вырнаçнă.

“Автотур-Бизнесцентрта” пур çĕрте те хăтлă, таса, тирпейлĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăрассишĕн Евгения Кожевникова тата Раиса Никитина офис-менеджерсем тимлеççĕ.

Çĕнĕ “Автотур-Бизнесцентра” эсир мĕнле хаклатăр; Çак ыйтăва эпĕ темиçе çынна патăм. Пурте вăл хăтлăхĕпе хуларисенчен кая маррине палăртрĕç. Елчĕкре пурăнакан А.Адюков хуравĕ вара çакăн пек пулчĕ: “Елчĕк автовокзалĕ улшăннине эпĕ виçĕ хутчен куртăм. 1983 çулта Совет Çарне Беляев урамĕнчи автостанцирен кайрăм. Ун чухне пÿлĕме 20 çын кĕрсен çаврăнкалама çукчĕ. 1985 çулта çартан таврăнсан çĕнĕ автовокзал уçăлнипе савăнтăм. Кăçал Мускава ĕçлеме унтан тухса кайрăм. Çав вăхăтра реконструкци ĕçĕсем пыратчĕç ĕнтĕ. Нумаях пулмасть тăван яла таврăнтăм та мана виçĕ хутлă кермен кĕтсе илчĕ. Тĕлĕнмелле вĕт! Елчĕк сăн-сăпачĕ улшăнса, çĕнелсе пыни питĕ савăнтарчĕ. Малашне те çавнашкал пултăрччĕ”.

“Автотур-Бизнесцентр” уçăлнă хыççăн Елчĕкри “Варкăш” фольклор ансамблĕн участникĕсен юрри-сăввисем çĕнĕ çурт уявне тата илем кÿчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика