25 ноября 2009 г.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра кирлĕ тавара туянасси кăткăс ыйту пек туйăнмасть. Унччен ялсенче пĕрер магазин ĕçленĕ пулсан, халĕ нумай çын пурăнакан ялсенче иккĕ-виççĕ е ытларах та вĕсем. Анчах хамăра кирлĕ пур тавара та туянма пулта-ратпăр-и-ха; Çук çав. Тепĕр чухне пĕчĕк, йÿнĕ тавар туянма район центрне çÿреме тивет. Вăхăчĕ те иртет, укçи те ытларах тăкакланать. Çавăнпа ял çыннисем вырăнта пасарсем уçма час-часах ыйтаççĕ. Анчах пасарсем саккун ыйтакан требованисене тивĕçтермелле. Вĕсем тивĕçтерменнине пулах хăйсем тĕллĕн уçăлнă пасарсене санитари органĕсен хупма тивнĕ.
Эрне кун Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем ыйтнипе тата ял çыннисене кирлĕ, ассортимен-чĕпе пуян, йÿнĕ таварсемпе тивĕçтерес, халăха кирлĕ таварсене сутма условисем туса парас тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче кăларнă 97-мĕш номерлĕ “Чăваш Республикин территорийĕнчи ваккăн сутакан таварсен пасарĕсене йĕркелемелли тата ĕçлеттермелли йĕрке çинчен” постановление тĕпе хурса ярмăрккă-пасар уçнă. Вăл Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи спортзалта уçăлнă. Ярмăрккă-пасар ирхине 6 сехетрен пуçласа кăнтăрла 12 сехетчен ĕçлет. Кунта пасара ĕçлеттермелли требованисене пăхăннă. Таварсене илсе кĕмелли, тавар туянакансем кĕмелли алăксем, туалет пур, шыв кĕрсе тухать тата ытти те. Пасар вĕçленнĕ хыççăн суту-илÿ тумалли хатĕрсене илсе тухаççĕ, зала тасатса кăлараççĕ. Каçхине спорт залĕнче тĕрлĕ вăйăсем выляма пулать.
Ярмăрккă-пасара уçма, суту-илÿ тума ял çыннисем, сутуçăсем йышлă килнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсене ярмăрккă-пасар уçăлнă ятпа саламланă, пасара саккунлă йĕркепе уçмашкăн нумай ĕçлеме тивнине палăртнă. Сутуçăсемпе тавар туянакансене ăнăçлă суту-илÿ тума, тавар туянма ырă суннă.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, ветерансен канашĕн прдседателĕ И.Левый район ертÿçисене ял çыннисен, уйрăмах ватă çынсен нушисене ăнланнăшăн тав тунă.
Ярмăрккă-пасара уçнă хыççăнах кунта суту-илÿ пуçланнă. Кашнийĕ хăйне кирлĕ тавара суйласа илме пултарнă. В.Изратов, Л.Зайцева, В.Алексеев, З.Красильникова, Г.Архилина, О.Жирнова тата ытти уйрăм предпринимательсем хăйсен тава-рĕсене сĕннĕ, мĕнле таварсем кирлипе интересленнĕ. Сезон вăхăчĕ пулнă май çăм атăсем, йĕлтĕрсем, ачасем валли çунашкасем, хоккей клюшкисем лайăх сутăннă. Ваттисен çуртĕнче пурăнакан хĕрарăмсем çыхмалли тата тĕрлемелли хатĕрсем туяннă.
Ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх ĕçченĕсем тавар туянакансем умĕнче пĕчĕк концерт лартса панă.