Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ çинчен

25 ноября 2009 г.

 

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ район администрацийĕн пысăк залĕнче 11 сехетре пуçланать.

Кун йĕрки:

1. Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн 9 уйăхри итогĕсем çинчен.

2. Елчĕк районĕн 2009 çулхи бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен.

3. Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн 2010 çулхи малашлăхĕ çинчен.

4. Елчĕк районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен.

5. Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕ йышăннă “Елчĕк районĕн 2009 çулхи бюджечĕ çинчен” решение улшăнусем кĕртесси çинчен.

6. Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕ 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 14 вŸ1-с номерĕпе çирĕплетнĕ йышăнăва Елчĕк районĕнчи бюджет хутшăнăвĕсен положенине улшăнусем кĕртесси çинчен.

7. 2010 çулта Елчĕк районĕн территорийĕнче çĕрпе усă курнăшăн тÿлемелли аренда калăпăшне çирĕплетесси çинчен.

8. 2010 çулта аренда тÿлевне палăртнă чухне вырăнти бюджета кĕрекен тÿрлетмелли тупăш коэффициентне çирĕплетесси çинчен.

9. 2010 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планĕ (программи) çинчен.

10. Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн 2006 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 4Ÿ2-с номерлĕ “2006-2010-мĕш çулсенче Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерес программа çинчен” йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен.

11. Чăваш Республикин патшалăх наградине илме тăратнă сĕнÿсене пăхса тухасси.

12. Тĕрлĕрен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика