Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслашсассăн хаçатпа – пуян пулăн ăс-тăнпа

25 ноября 2009 г.

 

Компьютер ĕмĕрĕнче те хаçат-журнал хăйĕн сумне çухатманни халăхшăн вăл малтанхи евĕрех чи кирлĕ информаци çăл куçĕ пулнине çирĕплетет. Аслă Таяпа ял тăрăхĕ Аслă Таяпа, Шуршу тата Чăваш Тăрăм ялĕсене пĕрлештерет. Аслă Таяпа почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Вера Васильевна Колтакова хыпарланă тăрăх, асăннă ялсенче паянхи кун 800 ытла хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Çав шутран район хаçачĕ «Елчĕк ен» 154 хуçалăха саланать. Ольга Маркова, Ирина Корнилова, Надежда Галкина, Лариса Павлова почтальонкăсем çак ялсенче куллен кĕтнĕ хăнасем. Ваттипе ватăлла, çамрăккипе çамрăкла калаçаççĕ. Чун апачĕпе анчах мар, куллен кирлĕ таварпа та тивĕçтереççĕ ял çыннине, кирлĕ чух ырă канаш-сĕнÿпе пулăшаççĕ. Шăрăхпа сивĕ, çумăрпа çил-тăвăл та хăратмасть вĕсене, çанталăкăн кирек хăш пулăмĕнче те васкаççĕ вулакансем патне.

– Пĕр-пĕр издани тĕрлĕ сăлтава пула палăртнă кун килмесен вулакансем питĕ пăшăрханнине лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та халăх шанчăкне çĕре ÿкерес мар тетпĕр, хаçата яланах вăхăтра çитерме тăрăшатпăр, – тет Чăваш Тăрăмне хаçат-журналпа тивĕçтерекен Надежда Галкина.

Çак ĕçре сахал мар çул тăрăшать вăл. Ялта вулама юратакансем те чылай пулнине палăртать. Галина Малова, Нина Казакова вĕрентекенсем, Мефодий Ивановпа Василий Фомкин пенсионерсем тата ыттисем те çулсеренех тĕрлĕ тĕслĕ издани çырăнаççĕ иккен. «Елчĕк ене» вара нихăçан та çырăнмасăр юлмаççĕ. Çакăн евĕр хушаматсене нумай-нумай çырма пулать.

Район хаçатне 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн халь-лĕхе 133 çын çырăннă.

– Иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнчи шая çитеретпĕрех. Мĕншĕн тесен вулакансем хаçат-журнала ытларах юлашки уйăхра нумай çырăнаççĕ, – тет В.Колтакова.

Тавах почтальонкăсемпе хаçат-журнал çырăнакансене пирĕнпе туслă çыхăнура пулнăшăн. Çак туслăха малашне те упрар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика