21 ноября 2009 г.
Халĕ шкул ачисен предметсемпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Иртнĕ кунсенче çут çанталăка тĕпчекенсем тупăшăва тухнă. Экологи предмечĕпе ирттернĕ районти олимпиадăра аслă классенче вĕренекен Лаш Таяпари А.Павлов (вĕрентекенĕ И.Павлова), Елчĕкри О.Павлова (Е.Морозова), Аслă Елчĕкри Н.Афанасьева (Г.Орехова), Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Ефимова (Н.Карчикова), Çĕнĕ Пăвари О.Михайлова (О.Викентьева) палăрнă.
Биологи предмечĕпе вара Аслă Елчĕкри Е.Черновăна (вĕрентекенĕ Г.Орехова), Елчĕкри А.Райкова, А.Мурзина, О.Павловăна, М.Арбузовăна (Е.Морозова), Лаш Таяпари А.Павлова, В.Ефимовăна, Е.Журавлевăна (И.Павлова), Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Ефимовăна (Н.Карчикова) çитекенни пулман.