Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен сумне çĕклеме вăхăт

21 ноября 2009 г.

Паян учительсем çăмăл мар, çав вăхăтрах интереслĕ те яваплă тапхăрта пурăннине ăнланаççĕ. Вĕсем патшалăх политикин тĕп тĕллевне – этемлĕхĕн ăс-хакăл никĕсне йĕркелес, çирĕплетес тивĕçе пурнăçлаççĕ. 2006 çултанпа, «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, çĕршывра пултаруллă учительсене грантсемпе хавхалантараççĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн районти 323 педагогран çирĕмĕшĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх, виççĕшĕ Чăваш Республикин 10 пин тенкĕлĕх, тăватă шкул Раççей Федерацийĕн 1 миллион тенкĕлĕх, пĕр шкулпа пĕр ача-пăча сачĕ Чăваш Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх гранчĕсене çĕнсе илнĕ.

«Раççей Федерацийĕнче Учитель çулталăкне ирттересси çинчен» Указа Дмитрий Медведев Президент пуш уйăхĕнчех алă пуснă. Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров та 2010 çул республикăра Вĕрентекен çулталăкĕ пулассине палăртрĕ. Çакăн пирки район хаçатне вулакансем мĕн шухăшлаççĕ-ши;

И.ВАСИЛЬЕВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ:

– Питĕ лайăх, кирлĕ, вырăнлă йышăну çакă. Учителĕн статусне, лайăх енĕсене малалла тата та лайăхрах кăтартма майсем пулаççĕ. Талантлă вĕрентекенсене палăртса вĕсен ĕçĕпе, опычĕпе ыттисене паллаштарма, анлăрах сарма та пултаратпăр. Педагогсем çине урăхла куçпа пăхма тытăнасса, вĕсен ĕçне хакласса та шанатпăр. Вĕрентекен çулталăкне халалласа районта нихçанхинчен ытларах мероприятисем ирттерме планлатпăр. Тăрăшуллă вĕрентекенсене хавхалантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрасса шанатпăр.

О.КРЫЛОВА, акционерсен «Прогресс» хупă обществин профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ:

– Учитель... Ку сăмах маншăн яланах хăватлăн илтĕннĕ. Чи йывăр профессисенчен пĕри тесе шутлатăп ăна. Эпир вĕреннĕ чухне те класра «çивĕччисем» пурччĕ, хальхи ачасене пĕлÿпе воспитани пама вара чăтăмлăх нумай кирлĕ. Ывăлпа аслă хĕр ялти шкултан, хулари вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухса алла специальноçсем илчĕç ĕнтĕ. Кĕçĕнни Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренет. Пирĕн ачасене пĕлÿ панă тата паракан педагогсене тав тăватăп. Çитес çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăннине чунтан хĕпĕртесе йышăнтăм. Учительсене хакламалла пирĕн. Вĕсем пирĕн ачасемшĕн чунĕсене параççĕ.

П.ЧЕРНОВ, СССР халăх учителĕ:

– Юлашки çулсенче çĕршывра та, Чăваш Енре те çулталăксене тĕрлĕ ятсемпе парасси йăлана кĕчĕ. Ман шутпа, пит вырăнлах мар пек туйăнать çакă. Акă, кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ. Хресчен çине ытти çулсенчен ытларах тимлĕх уйăрнине питех сиссе каймарăм. 2010 çулта вара ял çыннисен пурнăçĕпе никам та интересленмĕ-ши; Çитес çул Вĕрентекен çулталăкĕ. Учительсене çак çул çеç тимлĕх кирлĕ-ши; Вĕрентекене ĕçре те, пурнăçра та яланах хавхалантарса пымалла. Патшалăх, общество енчен куллен тимлĕх кирлĕ. Калама çук пысăк ĕç пурнăçлать хăйĕн пурнăçĕнче вĕрентекен.

Н.МОСКОВСКАЯ, Елчĕк почтамтĕнчи почтальонка:

– Учитель маншăн калама çук çывăх, тĕлĕнмелле пархатарлă ĕç тăвакан çын. Вăл пире шкула ярса пуснă пĕрремĕш утăмран вулама, çырма, пурнăç çине таса куçпа пăхма вĕрентет-çке. Учитель ĕçĕ чи сумлисенчен, чи йывăррисенчен пĕри. Вĕсене Вĕрентекен çулталăкĕнче тата хавхаланса ĕçлеме, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатăп. Раççей, Чăваш Ен Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илекенсен йышĕ тата ÿстĕр, вĕсемпе пирĕн савăнмалла пултăр.

Е.НИКИФОРОВА, Çÿткулти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ:

– Çĕршывпа республика ертÿçисен çак йышăнăвĕ чи лайăх учительсен паха опытне пропагандăлама, вĕрентÿ пахалăхне татах та çÿлерех çĕклеме пулăшсан аванччĕ. Юлашки çулсенче патшалăх шайĕнче вĕрентÿ, шкул ыйтăвĕсене татса парассишĕн тăрăшни аванах сисĕнет: тĕрлĕ конкурссем йĕркелеççĕ, хавхалантараççĕ. Çак пуçару учитель ĕçĕ хисеплĕ иккенне тепĕр хут çирĕплетет. Çакă пире, педагогсене, чуна парса ĕçлеме хавхалантарать.

Л.СМИРНОВА, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

– 2010 çула вĕрентекенсене халаллани савăнтарать. Учительсен авторитетне ÿстерни кирлех. Вĕсем çамрăк ăрăва ăс-тăн, пĕлÿ, воспитани параççĕ. Сăмах май каласа хăварасах килет: Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕреннĕ май унти педагогсене чĕререн тав тăватăп. Курнавăшри вăтам шкулта учительте тăрăшнăран унти аслă юлташсене, ĕçтешсене яланах асра тытатăп, вĕсен ÿсĕмĕсемшĕн савăнатăп. Çитес çул районти вĕрентекенсемшĕн ÿсĕмсен çулталăкĕ пултăр.

В.МАРТЫНОВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн çумĕ:

– Вĕрентекенсем вĕсен ячĕпе çулталăк палăртнине тивĕç тесе шухăшлатăп. Асăрхани, хисеплени вырăнлă. Çапах та çитес çул тата çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Ытти çулсенче те конкурссем, фестивальсем, ытти тĕрлĕ тупăшусем нумай пулатчĕç-ха, çитес çул пушшех ĕнтĕ. Çавăнпа та пурнăç таппинчен юласшăн мар. Ĕçленине кура хавхалантарасса та, ĕç укçине ÿстерессе те шанатпăр.

В.ВОРОНОВА, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Раççей Президенчĕн гранчĕн призерĕ:

– Пире, вĕрентекенсене, аса илни, паллах, савăнтарчĕ. Çавăнпа та шалу ÿсессе те шанас килет. Халĕ вара вĕрентекенсен ĕç укçийĕ пысăк тесе калаймăн. Учитель профессийĕ çăмăл маррине пурте лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантарни кирлех. Вĕрентекенсен сумне çĕкле-меллех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика