21 ноября 2009 г.
Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Толерантность эрнинче» тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Чăтăмлăха аталантарма, хамăртан япăхрах пурăнакан ачасене ăнланма, ватăсене хисеплеме, май çитнĕ таран пулăшас туйăма ÿстерме пулăшрĕ çак эрнелĕх.
Г.Енейкинăпа Т.Скворцова вĕрентекенсем тăрăшнипе эпир Шупашкарти Çамрăксен театрне З.Долгова çырнă “Тăм тивнĕ чечексем” спектакль курма кайса килтĕмĕр. Спектакль вĕренекенсен чун-чĕрине хускатма, çынлăха аталантарма, хамăртан чухăннисемпе вăйсăррисене хĕрхенме, хисеплеме, май пур таран пулăшу аллине пама вĕрентрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ амăшĕ пăрахса хăварнă, йывăр пурнăç условисенче пурăнакан Алюш сăнарне вылякан артиста пĕр куракан спектакль вĕçленсен чечек вырăнне шоколад тухса пачĕ. Çиес тенĕ апата та çиеймен арçын ачана хавхалантарас, пулăшас тени мар-и-ха çакă; Спектакль пире пурне те хумхантарчĕ, куççуллентерчĕ те, илемлĕ, тĕрĕс пурăнма вĕрентрĕ.