Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре упрар, унпа кирлĕ пек усă курар

21 ноября 2009 г.

 

Таяпа Энтри ялĕнчи 307 çын хăйсен çĕр пайĕсене фермерсене арендăна парас шутпа çĕр участокĕсем тăрăх вырнаçтарса тухнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи кашни çыннăн çĕр пайне компьютера кĕртнĕ. Хальхи тапхăрта кашни çыннăн çĕр хучĕсемпе паспорт ксерокопийĕсене ялти 7 фермера тата акционерсен «Прогресс» хупă обществине хăйсене тивĕçекен участоксем тăрăх валеçсе панă. 307 çыннăн çĕр пайне хăш фермера арендăна парасси пирки «Елчĕк ен» хаçатра пĕлтерÿсем тата тÿрлетнисем пичетлесе кăларнă. Пĕлтерÿ пичетленнĕ хаçатсен номерĕсене пурне те пухса пынă. Ялти фермерсем тата акционерсен «Прогресс» хупă обществи çĕр пайĕсен хуçисене пурне те икшер центнер тулă валеçсе панă. «Прогресс» çĕр пайĕсене арендăна илнĕшĕн 48 çынна кашни çул таса та типĕ тырăпа тивĕçтерет пулсан, ялти фермерсем пирки çакна калаймăн. Вĕсем халăха лайăх тырă парасшăн мар, çавăнпа çынсем питĕ кăмăлсăр. 2,68 гектар лаптăк çĕр пайĕ çинчен икĕ центнер типĕ те таса тырă илме тивĕçлех ĕнтĕ, тырă каяшне парса çынсене кÿрентермелле мар. Çакăн пирки Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ фермерсене асăрхаттарсан аван пулĕччĕ. Пĕрисем лайăх тырă илнĕ çĕрте теприсен кÿренмелĕх пур.

Фермерсем çынсен çĕр пайĕсем çинче ĕçлесе чылайранпа самай тупăш илеççĕ, анчах вĕсем çĕрпе халиччен саккунсăр усă курнă-ха. Çĕр пайĕсене саккунлă майпа арендăна илес тĕлĕшпе вĕсенчен нихăшĕ те документсене регистраци витĕр кăларман. Хăйсем вара 2008 çултанпах çĕр хучĕсене хăйсен аллинче тытса тăраççĕ. Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр пайĕсене регистрацилессине 2010 çулччен вĕçлеме кирлине çирĕппĕн палăртса каланă. Çак сăмахсем пирĕн ял фермерĕсене те пырса тивеççĕ пулĕ. Ялти фермерсен чÿк-раштав уйăхĕсенче çĕр пайĕсене арендăна илес пирки регистраци витĕр тухассипе çине тăрса ĕçлемелле. Ялти çынсем те тăтăшах çĕр хучĕсене хăçан каялла тавăрса параççĕ-ши тесе ыйтсах тăраççĕ. Çак ĕçе вăраха тăсас марччĕ-çке.

Ялти 27 хуçалăхра вилнĕ ашшĕ-амăшĕн çĕр пайĕсене еткерлĕх правипе усă курса ачисем хăйсем çине куçарттарчĕç. «Смычка» хуçалăхăн пушă çĕр участокĕсем татах та пур, унта вилнĕ çынсен çĕр пайĕсем. Еткерлĕхпе илнĕ çĕр пайĕсене малашне те усă курма пулать. Фермерсен ун пек пушă участоксем пур, еткерлĕх хучĕ илнĕ çынсен çĕр пайĕсене арендăна хăш фермера парас пирки хаçатра пĕлтерÿ кăларттармалла. Çĕрпе нумай вăхăт ĕçлес тесен А.Петров, Ю.Тетмуков, Ф.Шадриков фермерсен çак çынсен çĕр пайĕсене йышăнмалла, хирĕçлесе тăмалла мар.

Саккунлă майпа ĕçлени фермерсемшĕн те, çĕр пайĕсен хуçисемшĕн те яваплă та кирлĕ ĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика