21 ноября 2009 г.
Ĕмĕрĕсене ырми-канми ĕçлесе ирттернĕ çынсене канлĕ те сумлă ватлăх ытамĕнче пурăнтарас килет. Кун пек чухне чунра лăпкă, пурнăç та илемлĕрех пек туйăнать.
Вĕсем пирĕн хушăра вуншарăн. Акă, Елчĕкре пурăнакан Мария Петровна Лукиянована ĕçре палăрнăшăн панă наградăсем пирĕн умра: ВДНХ дипломĕ тата ылтăн медалĕ, РСФСР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисем, «1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медаль, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти, Тав хучĕсем, вырăнтан парса чысланă дипломсемпе Хисеп грамотисем, республикăри чи лайăх пăру пăхакан ят панине ĕнентерекен свидетельство, юбилей медалĕсем... Çак наградăсене 1970-1990 çулсенче илме тивĕç пулнă харсăр ял ĕçченĕ.
Мария аппа 1924 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче çуралнă. Шкулта нумай çул вĕренме тÿр килмен унăн, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕ. Тыр-пул пиçсе çитсен кам ĕçлеме пултарнă, пурте хире тухнă. Вăл пĕчĕк чухнех пучах пуçтарнă, пĕве çитсен çĕмел тума хутшăннă, капан тăвассинчен те аяккинче юлман. Молотилкăпа тырă çапнине те, окопсем чавма çÿренине те тăтăш аса илет ватă. Çăмăл пулман-çке çап-çамрăк хĕрсене асăннă ĕçсене пурнăçлама. Çапах та нăйкăшман вĕсем.
Хăйĕн ĕмĕрне Мария Петровна выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре ирттернĕ. Ĕне те сунă, пăру пăхассипе чăн-чăн ăста пулса тăнă. Шанса панă ĕçе юратса, чун хавалĕпе пурнăçласан çеç ăнăçу килет, çакна М.Лукиянова лайăх ăнланнă. Пăрусене пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхнă, вĕсемпе ачашшăн пупленĕ.
1979 çулхи çуркунне Елчĕкри ĕне ферминче пулма тÿр килнĕччĕ мана. Клавдия Миллина ферма заведующийĕ ун чухне те Мария Лукиянова пирки ăшшăн аса илнĕччĕ. Пурте ун пек ĕçлесен ĕçре улăпла утăмсем тума пултарнине çирĕплетнĕччĕ.
Ĕç условийĕсем кирлĕ пек пулманнишĕн те кулянман ун чухне, çанă тавăрса ĕçленĕ. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă пулин те ывăннине кăтартман.
Фермăри ĕç çăмăл мар, çапах та чыслă ĕç. Колхозсенчи пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ тупăшĕн çуррине ытла фермăсем туса параççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытлă-çитлĕ илесси ĕç условийĕсенчен нумай килет. Ăшă витере выльăхсем апата йĕркеллĕ çиеççĕ, ÿт хушаслăх ÿссе пырать, – акă мĕнле тĕллевпе ĕçленĕ ун чухне фермăра тăрăшакансем. Мария аппа пăрусем типĕ çĕрте кун ирттерччĕр, çĕр каçчĕр тесе тимленĕ. Кун пек чухне пĕчĕк пăрусем чир-чĕрпе аптраман, сывă пăрусем апата лайăх çинĕ, ÿт хушаслăх та ÿссех пынă.
Ĕçре палăрнă ватă çыннăн сывлăхĕ хавшакрах çав. Мĕн каласси пур, хĕллехи вăхăтра та ураран резина атă хывман, утă-улăм çĕклесе тарланăран хулăн тумтире сирсе ывăтни те сахал мар пулнă. Паян вара алă-ура ыратни канлĕх памасть. Çапах та ятлă, сумлă ĕçлесе ватăлнăшăн савăнать çеç Мария Петровна.