Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

21 ноября 2009 г.

 

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла майпа хуçалăх экономики те çулран-çул тĕрекленсе пырать. Кăçалхи 10 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕнче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 12 процент ытларах аш-какай, 9 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен, иртнĕ çулхи 4226 килограмм вырăнне, 4612 килограмм сĕт сунă.

Хальхинче Елена Сергеева ертсе пыракан сысна ферминчи тăрăшуллă ĕçченсемпе паллаштарма шут тытрăмăр. Коллектива вара, чăннипех, тимлĕ, мал ĕмĕтлĕ, выльăхсене юратса пăхакан çынсенчен йĕркеленĕ. Ăнăçлăх, ĕç кал-кал пынин, ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ шăпах çынсенчен килнине çак тĕслĕхрен те тепĕр хут курса ĕненетпĕр мар-и; Шанса панă ĕç вырăнĕсенче тÿрĕ кăмăлпа, хăйсен тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланине пула фермăра тăрăшакансем çак тапхăрта пурĕ 434 центнер, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 111 центнер ытларах сысна ашĕ туса илнĕ. Иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах, пурĕ 606, кашни тĕп амаран 18 çура алла илнĕ, вĕсем пурте сывă та тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Сыснасем ушкăнпа нумай çăвăрлани, вĕсене лайăх пăхса çитĕнтерни Александр Назаровран нумай килнĕ. Кĕр мăнтăрĕпе килекен ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕнче Александр Дмитриевича район пуçлăхĕн Хисеп грамотине парса чыс туни те ахальтен мар. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе хакланăшăн, сумлă уявра – пĕтĕм ял-йыш умĕнче тав сăмахне илтме тивĕçлĕ пулнăшăн вăл чĕререн савăннă. Ыр сăмах ăшăтать, хавхалантарать, вăй-хăват хушать.

Самăртакан ушкăнри сыснасем те лайăх çитĕнеççĕ, вĕсем куллен 500 грамран кая мар ÿт хушса пыраççĕ. Юрий Архипов ветеринар сыснасем епле майпа çакăн пек самăр ÿссе çитĕннин вăрттăнлăхне те уçса пачĕ. Кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне белоклă, витаминлă-минераллă хутăшсемпе усă курни ÿт хушасси çине пысăк витĕм кÿрет. Самăртакан ушкăнри сыснасен витинче хальхи вăхăтра Алевтина Мясникова тăрăшать. Фермăра нумайранпа ĕçлемест пулин те вăл тăрăшуллă пулнине пурте кураççĕ, асăрхаççĕ.

Юрий Архипов çамрăк ветеринарпа паллашма питех те кăмăллă пулчĕ. Вăл – аслă пĕлÿ илнĕ зоотехник. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк хальхи вăхăтра иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет, ветеринара вĕренет. Юрий Анатольевич фермăна килнĕренпе кунти ĕç-пуç тĕпрен улшăннă. Сыснасене пĕр вăхăтра çăвăрлаттарассине йĕркелесе янă. Халĕ ветеринари мероприятийĕсене пурнăçлама та меллĕ пулнине çирĕплетеççĕ фермăра ĕçлекенсем. Вите пушаннă вăхăтпа усă курса ăна çулталăкра икĕ хутчен дезинфекци тăваççĕ, шуратаççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланса прививкăсене яланах вăхăтра тума ĕлкĕрсе пынине кура сыснасем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Ăнсăртран вĕсем чирленин тĕслĕхĕсем тупăнсан вăхăта вăраха ямасăр сиплев ĕçĕсене туса ирттереççĕ. Эмелсем туянма хуçалăхра укçа-тенкĕ хĕрхенсе тăмаççĕ.

Фермăра ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлеме условисем пурте пур. Çуллахи вăхăтра самăртакан ушкăнри сыснасен витинчи пÿлĕмсене кирпĕчрен купаланă, хăма урайсене бетонпа улăштарнă. Çак ĕçсене пурне те ферма ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе пурнăçланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика