18 ноября 2009 г.
Тĕнчери экономика кризисне пăхмасăр, районти предпринимательсем хăйсен бизнесне уçма тата аталантарма май тупаççĕ. Акă, иртнĕ шăмат кун унччен хатĕрлев кантурĕ пулнă вырăнта А.Прохоров уйрăм предпринимателĕн “Мечта” сĕтел-пукан салонĕ уçăлчĕ. Кунта тавар туянакансене 500 ытла тĕрлĕ сĕтел-пукан, кавир сĕнеççĕ.
Ирхине ирех салон патне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Салона уçнă май, район пуçлăхĕ Н.Миллин çакăн пек туслă та пуçаруллă Прохоровсен çемйи чăннипех чыса тивĕç пулнине палăртрĕ, ăнăçу сунчĕ.
Тавар туянакансене çамрăксен “Янташ” шоу-ушкăнĕ ташă-юрăпа савăнтарни хавхалантарчĕ пулас. Аслă Таяпари В.Ашмарин чи малтанах 50 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ сĕтел-пуканпа кавирсем туянчĕ. Парнесĕр те юлмарĕ вăл – компьютер валли хатĕрленĕ сĕтеле тивĕçрĕ. Елчĕкри В.Иванов, Ĕнелĕнчи Л.Маркова, Патреккелĕнчи Н.Гаврилова та тавар туянакансен малтанхи йышĕнче. Вĕсем таваршăн 10 процент сахалрах тÿлерĕç.