18 ноября 2009 г.
Вăтам тата вак предпринимательлĕх район пурнăçĕнче сахал мар вырăн тупнă. Финанс кризисне пăхмасăр, вĕсем 39,2 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă, 197 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, тавар çаврăнăшĕ 94,5 миллион тенкĕпе танлашнă.
Хăйĕн бизнесне пуçласа уçакансене пулăшу парассине йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть “Слава картофелю – Яльчики” агрофирма 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех 5 предпринимателе тÿлевсĕрех бизнес проекчĕсемпе планĕсене хатĕрлеме пулăшнă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви йĕркеленĕ конкурсра Денис Сидоров предприниматель Елчĕкре шиномонтаж тата автомойка йĕркелес енĕпе бизнес проекчĕ хатĕрленĕ, 267,5 пин тенкĕлĕх грант илнĕ.
Вăтам тата вак предпринимательлĕхе аталантарса кăçалхи 9 уйăхра 5 лавкка уçнă, хушма 6 ĕç вырăнĕ тупăннă.