18 ноября 2009 г.
Ял хĕрринчи Сад урамĕнче Курак вар çырми юхса выртать. Кĕркуннехи-çуркуннехи пылчăклă çанталăкра урама автомашинăпа кĕрсе тухма та çукчĕ. Нушаран хăтăлас шутпа В. Иванова пенсионерка урама чул сарас пирки çак касра пурăнакан ытти çынсем патне сĕнÿпе тухрĕ. Хирĕçлесе калаçакан никам та тупăнмарĕ. Унăн шухăшне пурте ырласа йышăнчĕç, пурте çийĕнчех ĕçе пикенчĕç. «Яманчÿрелти сельхозхими» предприятипе калаçса татăлса вак чул кÿрсе килчĕç – пурĕ 160 метр тăршшĕне сарса тухма çитрĕ вăл. Курак вар çырми кассинче пурăнакансем хăйсен ĕçĕпе питех те кăмăллă пулчĕç. Вак чул туянма тесе кашни килĕрен пĕрер пин тенкĕ укçа пуçтарчĕç.
Пĕрлехи ĕçре уйрăмах В. Овчинников, Л. Иванов тата ыттисем те тăрăшуллă пулнине палăртатпăр. Ялта сĕт пуçтаракан С. Чермаков та ушкăнран тăрса юлмарĕ, малашне урамра тикĕс çул пулнине ырласа укçа парса пулăшрĕ.