18 ноября 2009 г.
Обществăлла йĕркене кирлĕ пек пăхса тăрас, халăха лăпкăлăхпа тивĕçтерес, преступленисемпе кĕрешес ĕçре милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Паянхи кун районти 9 ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхе милицин участокри 7 уполномоченнăйĕ пăхса тăрать, кашни ял тăрăхĕнчех милицин участокри пункчĕсем ĕçлеççĕ.
Яланах халăх хушшинче вĕсем, куллен тĕрлĕ ыйту пăхса тухмалла: пĕрин япали çухалнă, теприсем тирпей-илеме пăхăнмаççĕ, виççĕмĕшне кÿрши кÿрентернĕ тата ытти те. Кунсăр пуçне участковăйсем графикпа килĕшÿллĕн халăха тĕрлĕ ыйтупа эрнере виçĕ хутран кая мар йышăнаççĕ. Çур çулта пĕр хут хваттерсемпе çуртсенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашасси те йăлара.
Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки вĕсен ертÿçинчен В.Щипцовран ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Кăçалхи 10 уйăхра уполномоченнăйсем 396 заявленипе пĕлтерÿ пăхса тухнă, вĕсенчен 65-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, 30-шне миравай суда ярса панă, преступлени сăлтавĕсем çуккине кура 148-шне чарса лартнă, 153-шне тĕрлĕ органсене ярса панă. Çак тапхăрта пурĕ 1136 административлă протокол çырнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн 92 çынна, обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн – 500, обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн – 36, пысăках мар вăрă ĕçĕсемшĕн – 7, суту-илÿ йĕркине пăснăшăн – 13, паспорт режимне пăхăнманшăн – 26, хĕç-пăшала кирлĕ пек упраманшăн – 15, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн – 202, тирпей-илем йĕркине пăснăшăн – 118, йĕркене пăсса эрех-сăра сутнăшăн –10, çемье лăпкăлăхне пăснăшăн 53 çынна явап тыттарнă.
Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем маларах преступлени çулĕ çине тăнисене, наказанинчен условлă майпа срокчен хăтарнисене, киревсĕр çул çине тăнă çул çитмен çамрăксене, çемье лăпкăлăхне пăсакансене, психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ е алкоголизм серепине лекнĕ граждансене пăхса, асăрхаса тăраççĕ, вĕсен килĕсенче час-часах пулнă май асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăвараççĕ.
Чăн та, çăмăл мар милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен ĕçĕ. Кулленхи службăра пулнă май çемье хăтлăхĕ пирки те манма тивет. Тавах вĕсене пурне те ырми-канми ĕçĕсемшĕн. Кашнинех çак пысăк уяв ячĕпе саламлатпăр.