Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая юлсан – каю шăтать

18 ноября 2009 г.

Районта пурăнакансем 2002 çултанпа “кăвак çулăм” ырлăхне курса савăнаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене те çав вăхăтранпах газпа хутса ăшăтаççĕ. Анчах хваттерсенче пурăнакансем, уйрăм çуртрисем пек, хăйсене хăçан кирлĕ чухне хутса ăшăтаймаççĕ. Мĕншĕн тесен обществăлла çуртсене котельнăйсем урлă хутса ăшăтмалли сезонăн палăртнă вăхăчĕ пур. Çавна май, пытармалли çук, хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен – кĕркуннехи тапхăрта нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене условисем тивĕçтерсех каймаççĕ. Çуртсене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтнă чухне хваттерсене расна çуртсенчи пек уйрăммăн хутса ăшăтмалла тума майсем сахалрах пулнă пулсан, халĕ тархасшăн, çакна тума никам та чармасть, чăрмантармасть те.

2005 çулта Мир урамĕнчи 17-мĕш çуртра чи малтан ушкăнпа хваттерсене газ кĕртрĕç, хутса ăшăтмалли котелсем вырнаçтарчĕç. Ун чухне çак ĕçе пĕрлехи вăйпа теветкелленсе пуçăннишĕн халĕ пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем уйрăм çуртра пурăнакансем пекех, кăмакасене кирек хăш вăхăтра та чĕртсе яма пултараççĕ, çавна май хваттерте яланах ăшă. Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн малтанхи вăхăтра тÿленипе танлаштарсан, хальхи вăхăтри тÿлев виçисем те самай сахалрах.

Районти 37 нумай хваттерлĕ çуртра пурĕ 473 хваттер шутланать. 2005 çултан пуçласа çак тапхăрччен 259 хваттере (54,7 процент) уйрăм хутса ăшăтмалла тунă. Çав шутран 7 çуртри 130 хваттере кăçал газ кĕртнĕ. 2010 çулта 13 çуртра, пурĕ 214 хваттере “кăвак çулăмпа” хутса ăшăтмалла тумалла.

Каланипе анчах ĕç малалла каймĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем халĕ пĕр-пĕринпе калаçса килĕшмелле, пĕрлехи вăйпа ĕçе пикенмелле. Хĕл каçиччен проект туса пĕтерсе монтаж ĕçĕсене тума ирĕк илмелле. Çуркунне çанталăк ăшăтсанах газ кĕртме, котелсем вырнаçтарма тытăнмалла. Çитес çулхи ĕçсене пурнăçланă чухне кăçалхи йăнăшсене тăвар мар. Юбилей урамĕнчи 14-мĕш, Комсомольски урамĕнчи 3-мĕш çуртсенче кăçал газ кĕртрĕç. Анчах çуллахи ăшă кунсенче пурнăçламалли ĕçе кашни кун кая хăварса пынăран вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕç. Çанталăк сивĕтсен анчах монтаж ĕçĕсене пурнăçларĕç, хăйсен айăпне пула вĕсем чылай вăхăт сивĕ хваттерсенче ĕнтĕркесе пурăнчĕç. Кая юлсан – каю шăтать тени тĕрĕсех.

Пирĕн шутпа, нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвас ĕçе ушкăнпа пикенни тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен 2012 çулта çĕршывра коммуналлă хуçалăхри реформăсем вĕçленеççĕ, централизациленĕ котельнăйсене уйрăм çынсен аллине параççĕ. Уйрăм çын хăйĕншĕн тăкаклă ĕçлеместех, вĕсем хаксене ирĕке яраççĕ. Ун чухне коммуналлă пулăшупа усă курнă тÿлевсен виçи тата пысăк пуласса кĕтсех тăр. Çакна шута илсе районта пĕрре пикеннĕ ĕçе вăхăтра вĕçлесчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика