Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ çырмана кам свалкăна çавăрнă;

18 ноября 2009 г.

Халăхра ку тăрăха Хĕрлĕ çырма теççĕ. Ахальтен ят паманах çырмана ваттисем. Эппин, историре çак тăрăхпа пĕлтерĕшлĕ пулăмсем, аса илÿсем çыхăннă. Пĕр-пĕр ишĕлчĕк çыранах никам та ят памĕ.

Паян вара çак тăрăха çÿп-çап çырми ят парсан та ытлашши пулас çук. Тĕрлĕ таса марлăха, çуртра кирлĕ мар ăпăр-тапăра купи-купипе килсе тăкнă кунта. Савăт-сапа, çĕтĕк-çурăк, стройка хыççăн юлнă тĕрлĕ кирлĕ марлăх...Вун-вун метра тăсăлнă çак тирпейсĕрлĕх.

Кам çаплах сĕмсĕрле çут çанталăка варалама пултарнине тупса палăртма, паллах, çăмăлах мар. Тытман вăрра вăрă тееймĕн, теççĕ ваттисем. «Свалка» икĕ ял - Аслă Елчĕкпе Патреккел ялĕсем хушшинче вырнаçнăран айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантарма та пăхĕç хăшĕсем. Анчах Патреккелсем килти çÿп-çапа михĕсем çине пуçтарса Елчĕкри коммуналлă хуçалăх урлă Елчĕкри тĕп свалкăна ăсатассине тахçанах йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Çын куриччен урама е Пăла хĕррине çÿп-çап пăрахас текен тупăнсан та ăна паян пĕтĕм ял çынни асăрхаттарать. Урамри тирпейлĕх хăйех тирпейлĕхе вĕрентет мар-и; Эппин, çĕнĕ свалкăна Аслă Елчĕксем уçнă; Транспортсăр çын та кунта çитиех çÿп-çап йăтса килмĕ...

Хĕрлĕ çырма вара паян этем чунсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе хÿхлет. Тÿпенелле кармашакан йывăçсем те кунта тахçанах çуран çÿрекенсене шăрăх çанталăкра сулхăнра ларса канма илĕртми пулнă. Канма мар, вăл тăрăхран хăвăртрах иртсе кайма тăрăшать иртен-çÿрен.

Вырăнта пулса курнă май районти комисси тирпейсĕрлĕхе кĕске вăхăтра пĕтерме палăртрĕ. Айăплисене те, паллах, пуçран шăлмĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика