Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКĔ ФЛЯГА тата ВИÇĔ ТОННА.

14 ноября 2009 г.

 

– Паллах, – терĕм танлаштару мĕнпе çыхăнни çинчен ыйтмасăр-тĕпчемесĕрех Елчĕк районĕнчи чикĕленнĕ яваплă «Победа» юлташлăхăн ертÿçи Н.А.Головин хама, тахçантанпах пичет ĕçĕнче пиçĕхнĕ çынна, çакăн евĕрлĕ ыйту парсан.

Чăнах та, паянхи саманара темĕнле танлаштару та илтме пулать «хура халăхран». Сăмахран, япала хакĕ пирки. Ĕнер каçхине кăна вăл е ку тавар паянхинчен вунă-вун пилĕк процент йÿнĕрех пулнă. Ирхине пăхатăн та, сана ним вăтанмасăрах çĕнĕ хак сĕнеççĕ. «Ара, паян анчах тата ытларах тÿлесе кÿрсе килтĕмĕр. «Посредниксен» (хутлăхри сутуçăсен аллинчен ытларах тÿлесе туяннă пулать) урлă...Эпир вара, çутăлнă-çутăлманах пасара тухнăскерсем, ăна ĕнененçи пулатпăр...

Çапла, сутуçă çĕрле ниçта та кайман, çĕнĕ тавар илсе килменнине курах, унăн, яланхи пĕлĕшĕн, танатине кĕрсе ÿкетпĕр те, япалине, хамăршăн хаклăрах пулсан та, чуна хĕне-хĕнех туянатпăр.

Çав вăхăтрах... Ялти фермерсем, килте выльăх-чĕрлĕх усракансем е ытти продукци туса илекенсем хăйсен продукцине ниçта та хăй хакĕнчен кăшт ытларахпа та пулин вырнаçтарайманнипе тарăхаççĕ. Тарăхаççĕ кăна мар... йĕреççĕ те. Пĕлетпĕр, кăçал тĕш тыррăн килограмĕ чылай çĕрте пилĕк-ултă тенкĕ таранчченех ларнă. Уншăн «Патшалăх заказчикĕ» текенни те, уйрăм сутакан-илекен те çурринчен ытла памаççĕ. «Сутмастăр – илместпĕр. И все!» Сĕт туса илекенсене те, кăçал хаксем, пĕр пекрех е пĕлтĕрхинчен те пысăкрах пулаççĕ тесе шантарчĕç пулсан та, унчченхин çуррине те тÿлесшĕн мар. Çавна пулах (никамшăн та вăрттăнлăх мар!) кăçал туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн ытларах пайĕ складсенче выртать е чылай пайĕ пăсăлса-çĕрсе сая каять. Ăçта хумалла, ăçта вырнаçтармалла ăна – хĕрхенекен те, вырнаçтарма пулăшакан та çук! Çав вăхăтрах... Тавар илекенсем ытларах хамăр продукцие туянасшăн.. Ара, эпир Францири е ытти пуян çĕршывсенчи фермерсем майлă сĕте çырмана, тырра – тинĕсе кăларса тăкмалăх пуйса çитмен вĕт-ха....

– Пĕлетĕп, «Демократи, ирĕклĕх» тенипе усă курса, хăш-пĕрисем чăн-чăннипе ĕçлеме те, тухăçлă ĕç пирки шухăшлама та пăрахрĕç, – калаçăва тăсать ял хуçалăхĕнче хăйне ачаранпах тĕрĕсленĕ ертÿçĕ. – Анчах патшалăх енчен чăн-чăн пулăшу çителĕксĕр пулсан е путакана та çăлма пулăшакан тупăнмасан ĕçлекенĕн, уйрăмах хресченĕн шăпи е пуласлăхĕ çав-çавах çăмăл мар...

Н.А.ГОЛОВИН – чăн-чăн çĕр çынни. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул кунĕсенче хирте ĕçлекенсене ĕçмелли шывпа тивĕçтернĕ, каярахпа лашапа йĕтем çине кĕлте е тырă турттарнă.. Салтака кайса килсен кăштах Шупашкарти пĕр заводра ĕçленĕ те тăван яла, çĕре ытарайманнипе, ĕмĕртен çĕр ĕçне парăннă ашшĕ-амăшĕ йыхравне тавăраймасăр, Кавала таврăннă. Ăна, мĕн пĕчĕкрен пуçарулăхпа палăрнăскерне тата Вăрнарти совхоз-техникумра куçăмсăр майпа вĕренекенскере, ун чухне «кĕрлесе тăнă» «Победа» колхозăн чи пысăк фермине – ашшĕ вун-вун çул тытса пынă коллектива ертсе пыма шанаççĕ .

Паян Николай Александрович – таврари пултаруллă предпринимательсенчен пĕри, унччен арканнă, панкрут алăкĕ умне çитсе тăнă «Була» хуçалăха çăлса хăвараканĕ тата чĕртекенĕ.

– Мана, тăван тăрăхра пĕчĕк предпринимательлĕх йĕркеленĕ тата самаях тупăшлă ĕçленĕ пулсан та, унччен хам тата атте-аннепе ял-йыш нумай вăй хунă колхозпа ун хыççăнхи вак хуçалăхсем пĕтсе пыни сахал мар шухăшлаттарнă. Çавăнпа та район ертÿçисем «Булана» «сĕтĕрме» сĕнсен пĕтĕм теветкелĕхĕме пухсах ки-лĕшрĕм, – тет вăл сăпайлăн. – Мухтав Турра! Паян ура çинче тăратпăр теме пулать. Чĕрере тĕппипех чĕрĕлес шанчăк çуралать. Хуçалăх пĕтнине чунĕпе йышăнма пултарайманнисем паян мана çăлавçă вырăнне хурса тав тăваççĕ.

– Пĕлетпĕр-ха, кăçал эсир япăх мар тухăçлă тĕш тырă, çĕр улми пухса кĕртнĕ, паха выльăх апачĕ хĕл ыйтнинчен те ытларахах янтăланă...Апла пулсан çĕр пулăхлăхĕ япăх мар сирĕн; Каçăрăр та, мĕнле çĕр пулнă тесе ыйтмаллаччĕ пулĕ. Эппин, кĕскен те пулин аса илĕр...

– «Булан» çĕрĕсене темиçе çул пĕр шит те сухаламаннине пĕлесчĕ сирĕн. Юрать-ха, унччен колхозра тăрăшнă, ĕçрен писмен специалистсене тупрăмăр тата пур-çук техникăна «ура çине тăратса» ака турăмăр.. Ĕлĕкхилле каласан, 1200 гектар «çерем уçса». Гербицидсемпе çум курăксене пĕтĕмпех пĕтертĕмĕр. Кăçал кашни гектартан 30 центнер тĕш тырă пухса илтĕмĕр, паха выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Çĕр улми те чиперех çитĕнчĕ. Çавна май халăха та тыр пулпа тата выльăх апачĕпе туллин тивĕçтертĕмĕр. Кĕлетсенче татах 1000 центнертан кая мар паха сорлă сутлăх тырă упранать. Кăçал пĕтĕм хирсене кĕрхи çĕртме туса, кĕр тыррисем акса хăварма, фермăсен таврашĕнчи вунă çул пухăннă тислĕке хире кăларма мехел çитер-тĕмĕр. Хамăр вăйпа!

Икĕ çулта тĕш тырă пухакан икĕ комбайн, выльăх апачĕ туса илмелли машинăсен комплексĕ туянни , ытти техникăна тĕп юсав туни пулăшрĕ.

– Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче кĕçех сирĕн пата ыттисем ăратлă ĕне выльăх туянма килме пуçласси пирки пĕлтерчĕç...

– Паллах, унччен нумай ĕçлемелле-ха. Тÿррипе каласан, Чулхула тăрăхĕнчен ăратлă пушмаксем кÿрсе килни, вĕсем валли ку чухнехи комплекслă çĕнетнĕ вите туса хута яни лару-тăрăва тĕпренех ылмаштарчĕ. Эпир хуçалăха йышăннă чухне фермăра мĕнпур ĕнесенчен икĕ фляга – 60–70 литр сĕт сăватчĕç. Халĕ Шупашкар хулинчи сĕт заводне кулленех 3 тонна (унчченхинчен 50 хут ытларах) чи паха сортлă сĕт ăсататпăр, уйăхра 600-700 пин тенке яхăн тупăш илетпĕр.

– Апла пулсан, юлташлăх çирĕп ура çинче;

– Шанатпăр та, кĕтетпĕр те ума лартнă тĕллев пурнăçланасса. Ара, панкрута тухнă «Булана» эпĕ «Çĕнтерÿ» е «Победа» ятпа ылмаштарма сĕнсен пухури халăх алă çупсах килĕшрĕ те. Вĕсемех «вилнĕ колхоза» чĕртессишĕн хăйсенчен мĕн килнине тума пулчĕç. Эпĕ вара... фермăра тытăнкаласа юлнă, анчах суд приставĕсем парăмсемшĕн арестленĕ сивĕ тытакан хатĕр-хĕтĕре, саланса пĕтеймен ытти техникăна «Хам укçапа та пулин татăлатăп» тесе аукционра сутма памарăм . Пур пек ĕне выльăха кÿршĕ хуçалăхсенчен кÿрсе килекен апатпа тăрантаркаласа хĕл каçарни паян та куç умĕнче.

Халĕ хирсем те, ферма та çĕнелни пурне те савăнтарать. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе юлташлăхра çичĕ-сакăр теçетке çын ĕçлет. Тĕп специалистсем уйăхне 15, ытти хресченсем 7 – 8 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Çакна та астăватăп, темиçе çул ĕç укçи илсе курман механизаторсенчен пĕри çĕнĕрен йĕркеленĕ хуçалăхра малтанхи уйăхра 50-шар тенкĕлĕх пĕр пачка укçа (5000 тенкĕ) алла илчĕ те савăннипе касса патĕнче куçне шăлса илчĕ – «Чăнахах-ши çакă; Тĕлĕк мар-и ку;»

Унтанпа уйăхсерен ĕç укçи илесси йăлана кĕчĕ кăна мар, «Буларан» халăхăн илмелле пулнă парăмсене те пĕтĕмпех татма вăй çитертĕмĕр. Кĕçех налук инспекцийĕнчен хуçалăха панкрута кăларма тесе хатĕрленĕ хучĕсене каялла илтĕмĕр – пĕтĕмпе 4 миллион тенкĕ парăмсене тÿлерĕмĕр. Халĕ пирĕн техника тата ăратлă выльăх туянма илнĕ кивçенсем кăна. Вĕсемпе те килĕшÿре кăтартнă вăхăтсенче чиперех татăлса пыратпăр.

Çакна асăнни те вырăнлă пулĕ: ăратлă пушмак пăрусем кÿрсе килни кĕтĕве çĕнетме тата продуктивлăха ÿстерме питех те пулăшать. Çĕнетнĕ витесем , çĕнĕ оборудовани, ĕç дисциплинипе çирĕп йĕрке, лайăх ĕç тата кану условийĕсем халăх хастарлăхĕпе производство аталанăвне курăмлăн ÿстерме май параççĕ. Сĕт сăвассипе юлташлăх районта кăна мар, республикăра та малтисен ретне тухрĕ. Эпир кăçал кашни ĕнерен 7000 литр сĕт сăвас ĕмĕтлĕ. Малашне çак кăтартăва 8000-е çитерме тĕллев лартатпăр. Мĕншĕн тесен, «Победа» халех ĕнтĕ ăратлă выльăх хуçалăхĕн требованийĕсене пур енлĕн тивĕçтерет. Ку енĕпе лицензи илмелли документсене хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика