14 ноября 2009 г.
Республикăра театрсен тата драма коллективĕсен «Çĕнтерÿ ахрăмĕ» фестивалĕ иртнине хаçат вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ăна Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă. Фестивалĕн малтанхи тапхăрĕ районсенче маларах пулнăччĕ. Çак кунсенче вара унăн зонăри конкурсĕ Патăрьелĕнче иртрĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски тăрăхĕсенчи халăх театрĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Конкурса пирĕн районтан икĕ коллектив хутшăнчĕ. Елчĕкри халăх театрĕ А.Н.Толстойăн «Вырăс кăмăлĕ» ятлă калавĕ тăрăх лартнă «Яла таврăнсан» спектакальпе пулчĕ.
Çак драмăри ĕçсем тылри пĕр хуçалăхра, 1944 çулта пулса иртеççĕ. Якурпа унăн арăмĕ Крахвине, Наташа кинĕ фронтран килнĕ çынна палласа илеймеççĕ. Амăшĕн чĕри сисет пулсан та, питĕ хăрушă сусăрланса пĕтнĕ ывăлне, Совет Союзĕн Геройне Николай Веревкина, палллаймасть. Хут купăсне илсе юратнă юррине юрласан çеç тăванĕсем паллаççĕ ăна. Çăмăл мар çак драмăри сăнарсене калăплама. Чĕре витĕр кăларакан артист кăна хăйĕн вылявĕпе халăхăн чĕрине хускатма пултарать. Куракансем Елчĕксен ăсталăхне пысăка хурса хакларĕç. Спектакль хыççăн та курма пынисем пирĕн пата пырса тав сăмахĕсем каларĕç. Якур рольне В.Кушманов, Крахвине сăнарне ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Траншкина, Наташа сăнарне вара Н.Ишмуратова калăпларĕç. Паттăр салтака чĕрене тивмелле вылярĕ В.Архипов. Куракансем те, жюри членĕсем те вăл Шупашкарти сцена çине тухса халăха савăнтарма пултарнине палăртрĕç.
Çавăн пекех кÿршĕсен сцени çине Кĕçĕн Таяпари драма кружокĕн членĕсем Е.Александровăн «Салтакăн та чĕри чул мар» спектакльпе тухрĕç. Г.Григорьева ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕнчи артистсен ăсталăхĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртмасăр иртеймĕн.
«Çĕнтерÿ ахрăмĕ» фестивалĕн юлашки тапхăрĕ чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта иртет.