14 ноября 2009 г.
Çитес çул Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Çак ятпа Чăваш Енре «Аякри ялсенчи ветерансене – тимлĕхпе пулăшу» ятпа акци йĕркелени пирки хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ. Акцие халалласа районта нумай профильлĕ мобильлĕ информаципе консультаци бригади йĕркеленнĕ. Унта сывлăх сыхлавĕпе халăха хÿтлĕхпе тивĕçтерекен органсенче, Пенси фончĕн управленийĕнче, культурăра, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем. Çак кунсенче асăннă бригада Курнавăш ял тăрăхĕнчи Çуткÿл, Вырăскасси ялĕсенчи ветерансемпе тĕл пулнă. Вăл Вырăскасси культура çуртĕнче иртнĕ. Ватăсем çак кун тĕрлĕ ыйтусемпе консультаци илнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин çумĕ Н.Николаевăпа халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пай заведующийĕ Л.Викторова, Пенси фончĕн специалисчĕ Н.Спиридонова вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă. Пенси тытăмĕнчи улшăнусемпе уйрăмах кăсăкланса паллашнă аслă ăрурисем. Çавра сĕтел хушшинче чейпе сăйланнă май кинемейсемпе мучисем культура ĕçченĕсен концертне те курса савăннă.