Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕр, ĕçлесе илĕр

11 ноября 2009 г.

 

Раççей Федерацийĕн 2007 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнчи “О Фонде содействия реформированию жилищно-коммунального хозяйства” 185-ФЗ номерлĕ Саккунĕ вăя кĕнĕренпе районта улшăнусем чылай пулчĕç. Вĕсем пирки сăмах пуçартăмăр та район пуçлăхĕн çумĕпе, райадминистрацин строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçипе Илья Васильевич Кузнецовпа:

– Федерацин 185-ФЗ номерлĕ Саккунĕпе килĕ-шÿллĕн, пирĕн районта, уйрăмах Елчĕкре, пысăк улшăнусем пулнине чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ. 14 статьяпа килĕшÿллĕн, эпир нумай хваттерлĕ коммуналлă çуртсене çĕнетме май тупрăмăр – 12 çуртра 16350523 тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçларăмăр, çуртсен тăррисене, инженери системисене тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Акă, Юбилей урамĕнчи 5, 11-мĕш çурт-сене, вĕсем кивĕ пулнине шута илсе, ăшă тытакан материалсемпе усă курса сайдингпа илемлетрĕмĕр. Çакă пурăнмалли çуртсен эксплуатаци срокне чылай пысăклатма май парĕ.

– Илья Васильевич, çурта юсама пуçăнсан, паллах, укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Район центрĕнчи çуртсене çĕнетме укçа-тенкĕ ăçтан пырса кĕнĕ;

– Раççей Федерацийĕн маларах асăннă Саккунĕ çуртсене тĕпрен юсама уйăракан укçа-тенкĕн çăл куçĕсене палăртнă. Пурăнмалли нумай хваттерлĕ коммуналлă çуртсене çĕнетме пулăшакан Раççей фончĕ кăçал пирĕн района 11531 пин тенкĕ укçа уйăрма май тупрĕ. 2 миллион тенкине республика, çавăн чухлех вырăнти бюджетсенчен уйăрчĕç.

Саккунпа килĕшÿллĕн, çурта юсама каякан пĕтĕм тăкаксен 5 процентне унта пурăнакансен саплаштармалла. Шел, çакă пирĕн районта туллин пурнăçланса пымасть. Нумай хваттерлĕ коммуналлă 12 çурта юсама вĕсенчен 819 пин тенкĕ пухăнмаллаччĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ приватизацилемен хваттерсемшĕн 312 пин тенкĕ куçарса панă. Анчах хваттерсене хăйсен харпăрлăхне илнисем 222 пин тенкĕ çеç тÿленĕ. Ытти 207 пин тенкине çав-çавах кĕтсе илеймерĕмĕр. Уйрăмах Андреев урамĕнчи 1-мĕш (52 пин тенкĕ), 2-мĕш (76,5 пин тенкĕ) çуртсенче пурăнакансем пысăк парăмлă. Кăçал тĕпрен юсамалли программăна кĕнĕ ытти çуртсенчи пурăнакансем те парăмсене пĕтермеллех.

– Малашне те нумай хваттерлĕ пурăнмалли коммуналлă çуртсем çĕнелĕç-ши;

– Шанма пулать. Анчах та федерацин 185-ФЗ номерлĕ Саккунĕпе килĕшÿллĕн, кунта тĕрлĕ условисене пăхăнни кирлĕ. Чи малтанах, асăннă саккунăн 14 статйинче коммуналлă тата пурăнмалли пулăшусем паракан патшалăх тата коммерци предприятийĕсен йышĕ палăртнă шайра пулмалла. Пирĕн районта çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен организаци (“Газпром” тытăмĕ), çавăн пекех коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çуртсен нумай отрасльлĕ муниципалитет предприятийĕ патшалăх харпăрлăхĕнче. Федераци саккунĕ вара хăш-пĕр пулăшусене уйрăм çынсене е коммерци организацийĕсене пама ыйтать. Кăçал çак условисене тивĕçтерни куç кĕрет – ахальтен мар ĕнтĕ нумай хваттерлĕ коммуналлă çуртсем хăйсен сăн-сăпатне улăштарчĕç. Анчах тĕп юсав ĕçĕсене тăсас тесен, коммуналлă тата пурăнмалли пулăшусем паракан коммерци организацийĕсен йышĕ 2010 çулта 70 процент, 2011 çулта 80 процент пулмалла. Çавăнпа уйрăм çынсене, коммерци организацийĕсене тĕрлĕ пулăшусем парассине хăйсен аллине илме тивет. Вĕсен йышĕ çĕнĕ 2010 çул пуçланнă тĕле тата 3 единица ÿсмелле. Елчĕк районĕнче çакăн пек пулăшусен йышĕ те сахал мар. Мĕншĕн тĕрлĕ хытă каяшсене турттарса тухма, çуртсене ăшăпа, ĕçмелли шывпа тивĕçтерме, каяшсене тасатма уйрăм çынсем, сахал яваплă юлташлăхсем, уйрăм предпринимательсем ĕçлемелле мар; Килĕр, ĕçлесе илĕр. Эсир, пĕрремĕшĕ, хăвăр валли укçа-тенкĕ пухма, иккĕмĕшĕ, районти ĕçченсемшĕн пулăшу пама пултаратăр. Çавăнпа коммуналлă тата пурăнмалли пулăшусем парассинче ĕçлеме кăмăл тăвакансене ырласах кĕтетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика