11 ноября 2009 г.
ятпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче курав ĕçлеме пуçларĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çинчен пĕр-пĕр кино курсан е мĕнле те пулин кĕнекере вуласан халăхăмăр çине еплерех хуйхă, терт йăтăнса аннине ăнланса илетĕн. Унта ятсăр паттăрсем çук. Вĕсем çĕр çинчи пурнăçа малалла тăсассишĕн, пирĕн пурнăçшăн паттăррăн çапăçнисем, пурте пĕр тан. Пĕтĕм çын пекех, аттесемпе асаттесем ыранхи çинчен ĕмĕтленнĕ, тăван Чăваш çĕрне, унăн ытармалла мар тăван çут çанталăкне юратнă, ваттисен ырă йăли-йĕркисене упраса малалла тăсса пынă, нимесене хапăлласа çÿренĕ, тар юхтарса ĕçлеме те, пушă вăхăтра савăнма та пĕлнĕ.
Хăватлă та аслă çĕршывăмăр фашизма хирĕç çĕкленсен, пирĕн ентешсем те хăйсен çĕрĕшĕн кар тăнă, ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен ятне çĕртмен.
Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлесе вĕсем чи хаклă пуянлăха – пурнăçне панă. Кашни паттăра эпир асра тытатпăр. Вĕсен ырă ячĕ пирĕн чĕрере ĕмĕр упранĕ, пире пархатарлă ĕçсем тума, ырă чунлă пулма, тÿсĕмлĕхе ÿстерме, тăрăшса вăй хума хавхалантарĕ.
Вăрçă ветеранĕсемпе тылра ырми-канми тăрăшнă çынсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Фронтра пуç хунă паттăрсем, хаклă ветерансен умĕнче те эпир пысăк парăмра.
2010 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Çак уяв ячĕпе чылай çĕрте тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме пуçланă та ĕнтĕ. Эпир те, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче, çак Аслă уява халалласа курав йĕркелерĕмĕр. Вăрçă темипе çыхăннă экспонатсене тĕрлĕрен ялтан пухрăмăр. Курнавăшри хăй тĕллĕн вĕреннĕ А.В.Юхмин сăрă ăстин ĕçĕсем куравра тĕп вырăнта. Çавăн пекех Çĕнĕ Пăвара пурăннă Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн А.Н.Титовăн картинисем те тарăн шухăша яраççĕ. Александр Никитич 1923 çулта çуралнă, питĕ шел, 2003 çулта вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Хаяр вăрçă тути-масине самаях ас тивнĕ, хăй куçĕпе курнă паттăр салтак çав тапхăра сăнарланă ÿкерчĕксене пĕрре çеç ÿкермен, анчах хăш-пĕр ÿкерчĕкĕсене упраса хăварма май пулман. Акă, вăл ÿкернĕ “Тĕл пулу” картинăна пăхатăн та чунра ырă туйăмсем, хавхалану çуралать. Вăрçăран юратнă савнине кĕтсе илекен чипер хĕр çак самантшăн пĕр кулянать, пĕр савăнать. Ÿкерчĕке Елчĕкре пурăнакан Елена Анатольевна Пчелова пире вăхăтлăха пачĕ. Пчеловсем тахçан çемьене парнеленĕ ÿкерчĕке хакласа упраççĕ.
Çĕнĕ Пăвари Иван Петрович Горшков та халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та унăн йывăçран касса тунă кÿлеписем хисеплĕ çынна манма памаççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн “Мускавран – Берлина” йывăçран касса тунă кÿлепи уйрăмах ĕненмелле пулса тухнă. Паттăр салтак Мускавран Берлина çитме миçе километр пулнине çырать.
Районти шкулсенче вĕренекенсем вăрçа хутшăннисене халалласа тĕрленĕ пĕчĕк тутăрсемпе те паллашма кăмăллă. Акă, Кристина Жукова (Энтепе) Совет Союзĕн Геройне – С.А.Андреева асăнса бисертан тĕлĕнмелле илемлĕ тутăр тĕрленĕ. Дина Васильева (Яманчÿрел) Лаш Таяпари В.А.Александров ветерана сума суса тĕрленĕ тутăр та хăй патне йыхравлать. Çавăн пекех тĕрлĕ шкулсенчи Эдуард Васильев, Елена Зайцева (Кивĕ Эйпеç), Ксения Сергеева (Кĕçĕн Таяпа), Наталия Мартынова, Светлана Соснова (Аслă Елчĕк), Евгений Герасименко (Çĕнĕ Пăва), Зинаида Волкова (Хăвăлçырма), Татьяна Емильева (Кушкă), Мария Веникова (Энтепе), Мария Юнкерова (Лаш Таяпа) тĕрлесе илемлетнĕ тутăрсене те мухтамалăх пур.
Акчелĕнче пурăнакан, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Нина Смирнован пурнăçĕпе паллаштаракан кĕтесри сăн ÿкерчĕксене курма та кăмăллă. Фронтовичка хăй пĕчченех пурăнать, çапах та кÿршĕ-аршă ăна пулăшас тесе тем тума та хатĕр. 93 çулхи ветерана тăван лекекен Ираида Смирнова пăхса тăрать. Вăл пулăшнипе “Пурăнать ветеран” ярăмри сăн ÿкерчĕксенчен кĕтес хатĕрлеме пултартăмăр.
Курава йĕркелеме пулăшнă, çавăн пекех унти экспонатсемпе пуянлатнă çынсем пысăк тава тивĕçлĕ. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр ахаль иртмест, мĕн чухлĕ çынна киленÿ кÿрет.
Курав чÿк уйăхĕн вĕçĕччен пырать. Ан ÿркенĕр, çитсе курăр.