11 ноября 2009 г.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăра çулсеренех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çамрăксен çулталăкне халалласа кăçалхи уява библиотека ĕçченĕсем çамрăксене йыхравларĕç. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Енри управленийĕн Елчĕк районĕнчи паспортпа виза уйрăмĕн начальникĕ Т.Казеева, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Н.Малышкин хутшăнчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç. 14 çул тултарнă çамрăксене (вĕсен хушшинче чăваш та, вырăс та, тутар та пур) çак кун Т.Казеевăпа Н.Миллин пурнăçри чи хаклă документ – паспорт пачĕç. Район пуçлăхĕ çамрăксене çак ятпа хĕрÿллĕн саламларĕ, çитĕнекен ăру çĕршыв пуласлăхĕ пулнине асăнчĕ, Елчĕк районĕн гражданинĕн ятне кирек ăçта кайсан та çÿллĕ шайра тытма сĕнчĕ. Т.Казеева пухăннисене паспорт тата унăн историйĕ пирки кĕскен каласа пачĕ, çак хаклă документа тирпейлĕн упрамаллине палăртрĕ.
Çамрăксем вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Пурнăçра, вĕренÿре тата ĕçре яланах тăрăшулăхпа, ырăлăхпа, чыспа, сăпайлăхпа палăрса Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулма шантарса тупа турĕç.
Уявра Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа «Манăн Елчĕк çĕрĕ» ятпа йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç.