11 ноября 2009 г.
Иртнĕ эрнере Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ республика тата район шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе, Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палатин тата «Чувашрессовпроф» представителĕсемпе, профсоюз организацийĕсен ĕçченĕсемпе аудио-пресс-конференци йĕркелерĕ. Унта «Пенси тытăмĕн модернизацийĕ» республика шайĕнчи информаци марафонĕн пĕрремĕш тапхăрĕн итогĕсене пăхса тухрĕç, иккĕмĕш тапхăрти тĕллевсене палăртрĕç (иккĕмĕш тапхăр раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлать).
Аудио-пресс-конференцире Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçине З.Яковлевăна сăмах пачĕç. Зинаида Анатольевна пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки халăха ăнлантарас ĕçре усă куракан тĕрлĕ майсем çинче чарăнса тăчĕ, ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Селекторлă канашлу вăхăтĕнче журналистсем Пенси фончĕн ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйту пама пултарчĕç. Вĕсене пенси тытăмĕн 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнусем, пулас пенсишĕн хушма укçа-тенкĕ тÿлемелли патшалăх программине хутшăнмалли йĕркесем, амăшĕн капиталĕпе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ ыйтусем интереслентерчĕç.
Тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илес тесен уйрăм çынсем те «хĕрÿ лини» телефонĕпе (2-62-32, 2-53-56) çыхăнма пултараççĕ.