Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă свинарка

07 ноября 2009 г.

“Прогресс” хупă акционерсен обществин Тÿскел ялĕнчи сысна фермине чылай çул Л.Шашкова ăнăçлă ертсе пырать. Хуçи епле, ĕçченĕсем çапла тесе ыт ахальтен каламан ĕнтĕ. Коллективра кашни свинарка çанă тавăрса вăй хурать. Сысна пăхакансем пĕр-пĕринпе ăмăртса тăрăшаççĕ. Кăçалхи ăмăртура Татьяна Данилова районта та мала тухрĕ. Вунă çул ытла кунта ĕçлекен Татьяна Геннадьевна пăхакан сыснасем çу – авăн уйăхĕсенче пĕр талăкра 646 грамм ÿт хушрĕç. Пысăк витере пĕчченех тăрăшать пултаруллă свинарка.

Ĕçленине кура шалу тÿленипе кăмăллă маттур хĕрарăм. Вăл район пуçлăхĕн грамотине, дипломсене, парнесене пĕрре çеç мар тивĕçнĕ. Хуçалăх ертÿçисем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан ферма ĕçченне хисеплеççĕ, хавхалантарса пыраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика